Ҫемьесене пулӑшма, ҫирӗплетме

Категория: Общество Опубликовано: 13.02.2026, 09:13 Просмотров: 50

«Ҫирӗп ҫемье» парти проекчӗ Чӑваш Енре хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсӗ.

Унӑн кураторӗ малашне те Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева пулать. «Единая Россия» партин регионти уйрӑмӗн президиумӗн членӗсем проектӑн общество канашӗн председательне республикӑри ӗҫ министрӗн пӗрремӗш ҫумне Елена Шашкаровӑна ҫирӗплетнӗ. Тухӑҫлӑ ӗҫлеме кашни округра вырӑнти координаторсене палӑртӗҫ. Алла Салаева паянхи патшалӑх курсӗ ҫемьесене пулӑшассине системӑллӑ ҫирӗплетсе пынине палӑртнӑ. Ҫак ӗҫӗн тӗп кӑтартӑвӗсенчен пӗри ҫӗршывӑн 2026 ҫулхи бюджечӗ пулса тӑнӑ. Унта мӗнпур тупӑшӗн 10 процентне тенӗ пекех Раҫҫей ҫемйисене пулӑшма хывнӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьесене уйрӑмах тимлӗх уйӑраҫҫӗ: вӗсен тупӑшĕ кӑшт пысӑкрах пулсан та пӗрлехи пособи илмелли право сыхланса юлнӑ. Амӑшлӑхпа ачалӑха пулӑшас ӗҫ саккун шайӗнче те тӑсӑлать. «Единая Россия» фракци хутшăннипе 150 профиль саккунĕ йышăннă. Февраль уйӑхӗнче Правительствӑпа Патшалӑх Думи хушшинче ҫӗнӗ йышӑнусем шырама диалог пулать. Ҫурхи сессире парламентарисем ҫак сферӑра тата 138 саккун пуҫарӑвне пӑхса тухӗҫ.

Хамӑр инф.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6