Пулӑшу кирлӗ кашни киле ҫитмелле

Категория: Общество Опубликовано: 13.02.2026, 09:10 Просмотров: 58

«Тӑрӑшнине кӑтарт – пӑхма вӗрент» проекта малалла тӑсатпӑр. Унӑн тӗллевӗ ансат: ҫын больницӑна килеймесен медицина хӑй ун патне пырать. Ветерансем, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ачисем тата пирӗн паттӑрсем – СВО-на хутшӑнакансем – пулӑшӑва туйса тӑни пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтерчӗ.

2025 ҫулхи кӑтартусем ҫак диспансеризаци формачӗ мӗн тери кирлине кӑтартаҫҫӗ: 500 ытла консультаци, килте вун-вун тӗрӗслев ирттернӗ. Анчах чи кирли – «Пӑхмалли шкул». Ҫывӑх ҫыннисем хӑнӑхнӑ кил-тӗрӗшре професси пулӑшӑвӗ илччӗр тесе вӗсен тӑванӗсене ку енӗпе пӗлӳ паратпӑр. 2026 ҫулта ҫак ҫул-йӗре вӑйлатӑпӑр. «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» нацпроект пулӑшнипе хушма специалистсене явӑҫтарӑпӑр. Пирӗн тӗллев – кашни яла, пулӑшу кирлӗ кашни киле ҫитесси. Тухтӑрсен округсене ҫитес вӑхӑтра каймалли графикӗпе малашне паллаштаратӑп.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6