Сивĕре эрех пулăшмасть

Категория: Общество Опубликовано: 06.02.2026, 13:31 Просмотров: 134

Сивĕ хĕл кунĕсенче «ăшăнмалла» эрех ĕçни халăхра час-час тĕл пулать. Пирĕн хушăмăрта нумайăшĕ ăна ĕненеççĕ те. Çак халап халăхăмăр пурнăçĕнче ăруран ăрăва куçса пырать. Ку вара сивĕ хĕл кунĕсенче каялла тавăрма çук инкексем патне илсе çитерме пултарни пирки темшĕн аса илместпĕр. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăракан тĕп психиатр-наркологĕ Ирина БУЛЫГИНА паян хаçат вулакансене маларах илсе кăтартнă суяна тăрă шыв çине кăларма пулăшать.

Кулленхи пурнăçра эрех-сăрапа туслă çынсем организм шăнса кайнипе пурнăçран уйрăлнă тĕслĕх нумай. Çак инкек тепĕр чух шартлама сивĕ мар чухне те, кăшт ăшăрах вăхăтра та пулса иртет. Çавăнпа та хаçат вулакансене асăрханма ыйтатăп, эрех ăшă памасть. Кун пек шутлани – суя! Тепĕр чухне кăштах эрех ĕçсен те çын суя ăшăна туйма пуçлать. Кун пек чухне уншăн час-часах тумтир те ытлашши пулнăн туйăнать. Çыннăн кĕлеткери ăшă çаврăнăшĕ пăсăлать. Çакă ăна шăнса вилесси патне илсе çитерет. Эрех ĕçнĕ çыннăн координаципе ырату туйăмĕ вăйсăрланать. Çапла вара ÿсĕр çын хыттăн ÿкнине, ыратнине туйми пулать. Ку нумай чухне алă-ура хуçăласси патне илсе çитерет, вăл хăйĕн умĕнчи хăрушлăха асăрхами пулать, асăрхаттараканпа хăвăрт хирĕçме пуçлать. Кăтартусем çакна çирĕплетеççĕ: шăнса вилнисен 82 проценчĕ – эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнисем. Çавăнпа та шартлама сивĕсенче эрех ĕçсе ăшăнасси сывлăхшăн питех те хăрушă пулни пирки никамăн та манас марччĕ. Сивĕре вĕри чей ĕçни, ăшăрах тумланни, ытларах утни-чупни инкекрен ансат майпа пăрăнса иртмелли тĕп йĕрке пулнине асра тытăр. Хамăр сывлăхшăн эпир хамăрах яваплă. Çавăнпа та хĕллехи шартлама сивĕре эрех ĕçсе ăшăнассине практикăран кăларни пуриншĕн те вырăнлăрах пулать. Çакă сире чылай инкекрен вăхăтра пăрăнса иртме пулăшĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6