Кунта малашлăхпа пурăнаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 06.02.2026, 10:11 Просмотров: 120

Шкулăн пуян историйĕ – ял малашлăхĕн никĕсĕ. Çакна иртнĕ шăматкун, нарăс уйăхĕн 31-мĕшĕнче, Кашмашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул 130 çул тултарнине паллă тунă уявра та кунта вĕренекенсемпе вĕрентекенсен, округ ертÿлĕхĕпе ял çыннисен калаçăвĕнчен, вĕсем малашлăха пăхнинчен лайăх ăнланма май килчĕ. Асăннă шкулта тивĕçлĕ пĕлÿ илсе тĕрлĕ çулсенче пурнăç çулĕ çине тухнисем, кунта маларах вăхăтра ĕçленисен тăванĕсем, ĕç ĕмĕрне тăван шкулта ирттернисем, паян та коллективра вăй хуракансемпе вĕренекенсем пĕр йыша пухăнчĕç. Савăнăçлă тĕл пулăва Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов, муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ – вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова, депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн председателĕ Александр Иванов, Çатракасси территори пайĕн пуçлăхĕ Надежда Никитина т. ыт. те килсе çитрĕç.

Тĕл пулу ăшă та ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ. Уява пынисене хастар вĕрентекенсемпе маттур вĕренекенсем тата шкула чылай çул ертсе пынă педагогика ĕçĕн ветеранĕ Галина Ершова кĕтсе илчĕç. Савăнăçлă пуху пуçланиччен хăнасене шкулăн паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе, умри тĕллевĕсемпе паллаштарчĕç, вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Уява пынисенчен кашниех шкул утса тухнă çулсене, вăл туса ирттернĕ ĕçсене, унăн аталанăвне тĕрлĕ çул сенче тÿпе хывнисене ырăпа аса илчĕ. Шкулăн тĕп тивĕçĕ – халăха хутла вĕрентесси. Кашмаш шкулĕ ăна 1896 çултанпа самантлăха та алăран яман. Умри тĕллевĕсене туллин пурнăçланипе ял çыннишĕн, çамрăк ăрушăн чăн-чăн пĕлÿ лаççи пек йĕр хăварса пынă. Паян истори страницисене уçса пăхатăн та унăн аталанăвĕн кирек хăш тапхăрĕнче те мал туртăмлă ĕç тĕп вырăнта тăрать. 130 çул вăл – кĕске вăхăт мар. Çак вăхăтра шкул мĕнле ĕçленипе, умри йывăрлăхсене епле парăнтарнипе пухăннисене паян шкулта вĕрентекенсем тата ветеран учительсем уйрăм тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕç. Асăннă тапхăрта шкултан 2,5 пин ытла ача вĕренсе тухнă. Вĕсем паян çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче вăй хураççĕ, шкул ятне çÿллĕ шайра тытма тăрăшаççĕ.

– Паянхи шкул çĕнĕ те хăтлă çуртра вырнаçнă. Халĕ кунта 109 вĕренекен ăс пухать. Вĕсем тăрăшса вĕренни – çĕнĕ шкулăн ÿсĕмĕ, пирĕн округăн малашлăхĕ. Вĕсенче эпир паян хамăрăн малашлăх утăмĕсене куратпăр, çамрăк ăрупа пĕрле пулса малашлăх тĕллевĕсене палăртатпăр, – терĕ шкула Тав çырăвĕ, укçа сертификачĕ парса муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов. Кашмаш шкулĕнче ĕçлекенсене сумлă юбилейпа саламласа муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Зоя Дипломатова ведомство наградисемпе чысларĕ, шкул коллективĕн ÿсĕм çулĕпе утма хавхаланăвĕ пуррине палăртрĕ. Çатракасси территори пайĕн пуçлăхĕ Надежда Никитина та ачасене пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрлекен шкулăн ырă енĕсене палăртса хăварчĕ. Кунта ĕçлекенсемпе вĕренекенсем паян ятарлă çар операцийĕ валли сеткăсем çыхни пирĕн салтаксемшĕн пысăк пулăшу пулнине каларĕ. Çатракасси вăтам шкул ертÿçи Виталий Прокопьев кашмашсем малалла пăхнишĕн савăннине пĕлтерчĕ.

Сăн ÿкерчĕксенче: педагогика ĕçĕн ветеранĕсем Елена Тихонова, Галина Ершова тата Виталий Александров.

Анатолий БЕЛОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6