Нумаях пулмасть Турай территори пайĕнчи Ольга Краснова сумлă çĕр çул тултарчĕ. Вăл Уйкас Турай ялĕнче çуралнă. Çак ятпа ăна территори пайĕн пуçлăхĕ Евгений Орлов ăшă сăмахсем каласа саламларĕ, вăрăм ĕмĕрпе çирĕп кун-çул сунчĕ, Ольга Дмитриевна район аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ.
Ольга Краснован ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çăмăл пулман, унăн ĕç биографийĕн пуçламăшĕ вăрçă вăхăтĕнчи йывăрлăхпа пĕр килнĕ. Арçынсем фронта кайнă, ачасемпе ватă çынсем, хĕрарăмсем уй-хирте ĕçленĕ тата мĕнпур ĕçе хутшăннă. Ольга та вырăнти Киров ячĕпе хисепленекен хуçалăхра тăрăшнă. Ывăнни пирки, выçлăхпа сивĕ пирки калаçман, ниме пăхмасăр фронтшăн, çĕнтерÿшĕн ĕçленĕ. Çĕршыв унăн тăрăшулăхне асăрхамасăр хăварман. Ольга Краснова – тыл ĕçченĕ, ăна «За доблестный труд в годы Великой Отечественной войне 1941 – 1945 годов» тата ытти медальпе чысланă. Вăл ултă ачана пурнăç панă. Халĕ унăн 10 мăнук тата 9 кĕçĕн мăнук.
Сăн ÿкерчĕкре: Ольга Краснована Евгений Орлов саламлать.
Август 2026 |
