Тавралăх тасалăхĕ пирки

Категория: Общество Опубликовано: 06.02.2026, 09:56 Просмотров: 125

Хаçат редакцине Муркашри Сергей Голицын ыйтупа килчĕ. Вăл çапла ыйтать: «Мана тавралăх тасалăхĕ пăшăрхантарать. Округри виçĕ очистной сооружени тавралăха варалать. Муркашри Восточная урамри сооруженирен тасамарлăх Муркаш юхан шывне юхса тăрать. Тренккă ялĕнчи тата Мăн Сĕнтĕрти Мичурин урамĕнчи сооруженисем те тавралăха варалаççĕ. Ку ыйтупа округ администрацийĕ мĕн тума палăртать?»

Администрацинчен çакăн пек хурав килчĕ: «Муркашри Восточная урамри «БИО-ТЕХ-П-10» йышши тасатмалли блока, ăна хута янăранпа, инженери инфраструктурин сечĕсемпе çыхăнтарнă. Çак вăхăт тĕлне вăл кăлтăксăр тата штатлă режимпа ĕçлет. Оборудовани техника требованийĕсене тивĕçтерет, эксплуатаци малалла пырать. Тренккăри Новая урамри нумай хваттерлĕ 4 çурта «ГидроПро» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн БИО- ПРО-П-15-С йышши тасатмалли блокĕ тивĕçтерет. Кашни çуртра 12 хваттер. Техника паспорчĕ тăрăх çакăн пек комплекспа таса мар шыва централизациленĕ канализаци системине юхтарса яма май çук чухне усă кураççĕ. Унтан тухакан тасатнă шыва вара тавралăха кăларма та, юхан шыва юхтарса яма та юрать. Ăнланмалларах каласан, тасатмалли сооружение кĕнĕ таса мар шыв тасалса тата хăрушлăхсăр пулса тухать. Объектра тумалли ĕçсене туллин тата вырăнлă туса ирттернĕ. Çак вăхăт тĕлне «Моргаушское» МУП ЖКХ шыв юхса тухмалли 300 метр тăршшĕ çĕнĕ трасса вырнаçтарас тĕлĕшпе смета хатĕрленĕ. 2026 çул валли бюджета тепĕр хут пăхса тухнă чухне çак ĕç валли укçа уйăрма май пуррине палăртаççĕ. Мăн Сĕнтĕрти Мичурин урамĕнчи тасатмалли сооруженири хута ярас ĕçсене туллин вĕçленĕ, ăна «Чувашские государственные электрические сети» акционерлă общество пурнăçланă. Тасатмалли сооружени тулли хăватпа ĕçлет. Çавăн пекех çакна та пĕлтеретпĕр. Муркаш округ администрацийĕн йышăнăвĕпе Муркашри Восточная урамри, Тренккă ялĕнчи тата Мăн Сĕнтĕрти Мичурин урамĕнчи сооруженисене хуçалăх ĕçĕсене йĕркелесе пыма 2024 çулхи сентябрĕн 19-мĕшĕнчен «Моргаушское» МУП ЖКХ предприятие панă».

Роза МАКАРОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6