Нумаях пулмасть депутатсен округри Пухăвĕн депутачĕ Михаил Бычков обществăлла ĕçе хутшăнакансемпе, Тяпакассинчи çăл куçа тирпейлеме хутшăннă çынсемпе «Юман» кафере ĕçлĕ тĕл пулу ирттерчĕ. Унта Ильинка территори пайĕн пуçлăхĕ Марина Соколова та хутшăнчĕ.
Пĕрле калаçмалли, сÿтсе явмалли вара сахал мар пулчĕ пирĕн. Иртнĕ çулта пурнăçланă ĕçе тата çитес вăхăтра пурнăçламаллине те тишкертĕмĕр пĕрле эпир. Вырăнти пуçлăхпа депутат пире обществăлла ĕçе хутшăннăшăн тав туса ăнăçу сунчĕç. Тĕл пулма пирĕн сăлтавĕ те пулчĕ. Вырăнти пуçарулăх проекчĕ – Тяпакасси çăл куçĕ çулталăкри чи лайăх çăл куç конкурс çĕнтерÿçи йышне кĕни вара пире питĕ хавхалантарчĕ. Çăл куçăн пуян историне, унпа çыхăннă халапсене аса илтĕмĕр эпир пĕрле. Сăваплă çăл куç вара пире чăннипех те питĕ кирлĕ. «Хисеплĕ Михаил Ананьевич, тавах сире пирĕн вырăнти ыйтусене татса пама пулăшнăшăн. Пĕрремĕш çул мар эсир пирĕнпе пĕрле ĕçлетĕр, çулсеренех тĕрлĕь ĕçе пысăк тÿпе хыватăр. Çакă сирĕн ят-сума ÿстерет. Иртнĕ çулта та эсир тăрăшнипе пĕрле пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр, çăл куçа иккĕмĕш пурнăç патăмăр. Тăрăшни сая каймарĕ. Çитес вăхăтра пурнăçламалли ĕçсем те пур пирĕн, малашне те пĕрле ĕçлессе шанатпăр», – терĕç тĕл пулăва пухăннисем.
Галина ОПАЕВА.
Август 2026 |
