Чăвашлăха упрассинче хастар

Категория: Общество Опубликовано: 06.02.2026, 09:50 Просмотров: 126

Сăн ÿкерчĕкри Максим Варюхин – В. Верендеев ячĕллĕ Мăн Сĕнтĕр вăтам шкулĕн хастар та тăрăшуллă вĕренекенĕ. Вăл «Асамат» фольклор ушкăнне çÿрет. Чăваш халăхĕн мĕн ĕлĕкрен пыракан йăли-йĕркипе, тăван культурипе кăсăкланать. Округра, республикăра иртекен тĕрлĕ мероприятире ăсталăх урокĕсене кăтартать. Вăл шутра округра – Акатуй, Çамрăксен кунĕ, Ача-пăча пĕрлешĕвĕсен кунĕсем; республика шайĕнче – Муркаш районĕн кунĕ, ашшĕ-амăшĕсен форумĕ, «Аваллăхсăр малашлăх çук», «Йăла-йĕрке фестивалĕ».

Максим чăвашлăха лайăх пĕлнине, Тăван çĕршыва чунтан парăннине чăваш чĕлхипе литература, КРК олимпиадисенчи çитĕнÿсем тăрăх курма пулать. Хастар вĕренекен республика шайĕнче иртекен «Хавал» чăвашла конференцире икĕ хутчен хăйĕн пултарулăхĕпе тавракурăмне çÿллĕ шайра кăтартма пултарчĕ. Çавăн пекех Максим ОБЗР урокĕсене килĕштерет. Игорь Семенов вĕрентекен ирттерекен «Морское троеборье», «Пешеходный туризм» кружоксене çÿренĕ май вăл тĕрлĕ тинĕс тĕввисене çыхма, ялав семафорне кăтартма, Калашников автоматне сÿтсе пуçтарма, пăшалтан тĕл пеме килĕштерет. Çарпа патриотизм вăййисене 7 класранпа хутшăнать. Унăн вĕренÿри тата ытти ĕçри тăрăшулăхне вăл иккĕмĕш çул Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулни çирĕплетет. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ. Амăшĕ – Надежда Владимировна (сăн ÿкерчĕкре) – Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче тăван чĕлхене тата литературине вĕрентет, хастар учитель, çавăн пекех вожатăй, директор çумĕ. Максим чăвашлăха упрассине амăшĕнчен чылай вĕренет. Надежда Владимировна та ку енĕпе тĕрлĕ мероприятие хутшăнса çитĕнÿ тăвать. Максим пушă вăхăтра вара пулла çÿреме юратать, йывăçран тĕрлĕ япала касса ăсталать, ашшĕпе пĕрле электроприборсем, тĕрлĕ техника юсама кăмăллать.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6