Ятарлă çар операцийĕн участникĕсене тата вĕсен çемье членĕсене пулăшас ыйтупа ĕçлекен Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи ведомствăсем хушшинчи комиссин ларăвĕ пĕрремĕш хут иртрĕ кăçал. Унта тĕп ыйтусене пăхса тухрĕç.
Вăл шутра – регион пуçлăхĕн сĕнĕвĕпе пурнăçланакан «Тăнăç пурнăçа утăм» проект. Чăваш Ен Правительствин вице-премьерĕ Владимир Степанов палăртнă тăрăх, регион ертÿçин сĕнĕвĕпе кăçалхи февралĕн 26-мĕшĕнче СВО участникĕсемпе вĕсен çемье членĕсем валли çÿлерех асăннă проектăн черетлĕ тапхăрĕ ĕçлеме пуçлать. Республика Правительстви ăна Çĕмĕрле округĕнчен йĕркелеме тытăнать, тĕл пулусем хыççăн ытти округра та иртеççĕ. Республикăра çак вăхăт тĕлне регион бюджетĕнчен уйăрнипе 37 тĕрлĕ пулăшу мелĕ вăйра тăрать. Иртнĕ çул пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ мелсем пурнăçлама йышăннă. Вĕсем – салтак аманнипе çыхăннă тÿлевсем, çар ĕçĕсен инваличĕсен пособийĕ ÿсни, çĕр лаптăкĕ вырăнне 250 пин тенкĕлĕх сертификат пани. Адреслă пулăшу парасси активлă пырать. Координаци центрĕсен сечĕ çемьесен ыйтăвне «пĕр чÿрече» принципĕпе тивĕçтерет. Иртнĕ çул вырăна тухса çÿрекен «Десант поддержки» ушкăн 25 тĕл пулури 1399 ыйтăва татса панă. Приоритетра – сывлăх ыйтăвĕ. 2025 çулта 320 СВО участникĕ стационарлă пулăшу илнĕ, амбулаторире – 2000 яхăн çын. 90 процента яхăн ветеран диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Çĕнĕ çултан пуçласа вара асăннă категори предпринимательство ĕçне пуçарма социаллă контракт çырма тата тÿлевсĕр вăтам професси илме ирĕклĕ. Çавăн пекех психологи пулăшăвĕ парассине ÿстерме йышăннă.
Август 2026 |
