Хĕрĕх çул ытла вăй хунăшăн – пысăк ят-сум

Категория: Общество Опубликовано: 06.02.2026, 09:41 Просмотров: 109

Муркаш районĕ хăйĕн çыннисемпе хăватлă, юрри-ташшипе илемлĕ, çĕрĕ-шывĕпе сăваплă. Ĕç çыннисем – унăн экономикине никĕслекенсем, тăван район ăнăçлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшакансем.

Сăн ÿкерчĕкре чăн-чăн ĕç çыннине – «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче хĕрĕх çул ытла вăй хуракан Владимир Осетров водителе куратăр. Çавăн чухлĕ çул пĕр предприятире тăрăшни питех те сумлă. Апла пулсан вăл хăйĕн ĕçне килĕштерет. Çамрăк каччă фабрикăра 1984 çулта ĕçлеме пуçланă. Ăçта пуç чикнĕ, çавăнта тĕпленнĕ, теççĕ халăхра. Урăх ĕç шыраса çÿремен. Çак тăпхăрта вăл професси тĕлĕшпе те, ăсталăх енĕпе те ÿссе çитнĕ, çамрăксене те ĕçе вĕрентнĕ. Владимир Осетров пултарулăхĕ кăна мар, хĕрĕх çул хушшинче предприяти те аталанса, мăнаçланса пынă. Ĕçтешĕсем ăна хисеплеççĕ. Çамрăксем унран сĕнÿ-канаш ыйтаççĕ, наставник вĕрентĕвĕ вĕсемшĕн вырăнлă. Унăн ĕç кĕнекинче çакăн пек çырнисене вулама пулать: 3 разрядлă слесарь-юсавçă, 3 класлă водитель, 2 класлă водитель, пушар хуралçи, çав хушăрах пушар автомашинин водителĕ. Владимир Осетровăн тăрăшулăхне республикăра тивĕçлипех хакланă. Ăна «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысланă.

Сăн ÿкерчĕкре: Владимир Осетров водитель.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6