Алексей Васильев РФ МВД «Моргаушский» пайĕнче ĕçлет. Кинолог-инспектора кулленхи службăра тăватă ураллă тус пулăшать. Ятарласа вĕрентнĕ йытăпа йĕрке сыхлавĕнчи задачăна пурнăçлама сотрудника шанчăклă.
Алексей Васильев шалти ĕçсен пайĕнче 2019 çултанпа тăрăшать, кинологра – 2021 çултанпа. Унăн пултарулăхĕпе тăрăшулăхне вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулни те çирĕплетет.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
