Чӑваш Ен ҫулӗсене ҫӗнетме ҫитес виҫӗ ҫулта 16 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Тивӗҫлӗ йышӑнӑва республика Правительствин Председателӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.
2028 ҫул вӗҫнелле республикӑра регион тата муниципалитетсем хушшинчи пӗлтерӗшлӗ ҫулсен 59 участокне йӗркене кӗртӗҫ. Укҫа-тенкӗ тапхӑрпа уйӑрма палӑртнӑ: 2026 ҫулта 4,16 млрд тенкӗ, 2027 ҫулта 5,97 млрд тенкӗ тата 2028 ҫулта 5,89 млрд тенкӗ. Чи тӑкаклӑ объект Шупашкарта Лапсар ҫулне юсасси пулать, чи вӑрӑммисем вара – «Шупашкар – Сурское» тата «Аниш» трассӑсен сыпӑкӗсем.
Август 2026 |
