Проектсене пурнӑҫа кӗртмелле

Категория: Общество Опубликовано: 06.02.2026, 09:30 Просмотров: 102

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн проекчӗсене пурнӑҫа кӗртнине тӗрӗслес ӗҫе вӑйлатма хушнӑ.

Кун пирки Чӑваш Енӗн Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗнче каланӑ. Тӗрӗслев фокусӗнче: Комплекслӑ программӑн 2864 проекчӗ тата «Ниме – Халӑх бюджечӗ» пуҫарулӑх бюджечӗн 1561 проекчӗ. Вӗсене пурне те пӗрлехи цифра тытӑмне кӗртнӗ. Ӗҫ мӗнле пынине тата йывӑрлӑхсене курӑмлӑ сӑнама Ситуаци центрӗнче ятарлӑ дашборд вырнаҫтарнӑ, системӑна хӑйне вӗрентӳ материалӗсемпе тата управлени инструменчӗсемпе тивӗҫтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах 23 муниципалитетӑн комплекслӑ программисене хатӗрлесси тата тӑтӑшах пӑхса тӑрасси пурнӑҫланать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6