Чӑваш Енре Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне уҫрӗҫ

Категория: Общество Опубликовано: 06.02.2026, 09:28 Просмотров: 145

Пӗтӗм Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне ырласа пӗлтернӗ Чӑваш Енре Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ республикӑра официаллӑ майпа старт илчӗ. Ӑна ирттересси ҫинчен калакан йышӑнӑва Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн 2025 ҫулхи декабрӗн 4-мӗшӗнчи Указӗпе ҫирӗплетнӗ.

Пуҫарӑвӑн тӗп тӗллевӗсем – граждансен пӗрлӗхне, нацисен тата конфессисен хушшинчи килӗшӗве ҫирӗплетесси. Ҫавӑн пекех пуян этнокультура нумай енлӗхне упраса хӑварасси тата аталантарасси. 2026 ҫул валли темӑна ӑнсӑртран суйласа илмен: ӑна палӑртма республика ҫыннисем хастар хутшӑннӑ, уҫӑ онлайн-сасӑлав мелӗпе хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ.

«Чӑваш Енре 120 ытла наци килӗштерсе пурӑнать. Пирӗн ҫӗр пӗрлехи ҫурт пулса тӑчӗ, унта кашни халӑхӑн йӑли-йӗрки Тӑван ҫӗршыва юратнин пӗрлехи гимнӗ пулса тӑрать. Умра пирӗн паллӑ дата – Чӑваш Ен Раҫҫей патшалӑхне хӑй ирӗкӗпе кӗнӗренпе 475 ҫул ҫитни. Ҫак историлле суйлав пирӗн ҫула яланлӑха палӑртрӗ. Аслӑ патшалӑх йышӗнче эпир хамӑрӑн хӑй евӗрлӗхе упраса хӑварса аталанма майсем тупрӑмӑр. Чӑваш халӑхӗ – вырӑс тӗнчин шанчӑклӑ тӗрекӗ. Ҫакна эпир ӗмӗр-ӗмӗр ӗҫпе, ҫар мухтавӗпе ҫирӗплетсе пыратпӑр. Паян та Чӑваш Ен ывӑлӗсем малти ретре Раҫҫейӗн никама пӑхӑнманлӑхне хӳтӗлеҫҫӗ. Вӗсем – чӑн-чӑн ҫӗнтерӳҫӗсен йӑхӗнчен, вӗсенче пирӗн нумай нациллӗ пӗрлӗхӗн хӑвачӗ. Ҫак ҫул аслӑ ӗҫсен, анлӑ ҫитӗнӳсен вӑхӑчӗ пултӑр. Эпир пӗрле пуласлӑха йӗркелетпӗр, унта пирӗн ачасем хӑйсене мӑнаҫлӑн аслӑ патшалӑх гражданӗсем тесе калӗҫ», – тесе палӑртрӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Мероприятие республикӑри муниципалитет йӗркеленӗвӗсен пултарулӑх ушкӑнӗсем, чӑваш, вырӑс, тутар, мордва, мари, чечен, эрмен тата ытти халӑх культурӑпа наци пӗрлешӗвӗсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсен организацийӗсем Раҫҫей халӑхӗсен ассамблейин регионти уйрӑмне кӗреҫҫӗ. Чылай хӑна наци тумӗпе килнӗ. Фойере культура йӑли-йӗркин пуянлӑхне кӑтартакан ал ӗҫӗсен анлӑ куравне уҫнӑ. Залра юрӑ-кӗвӗ янӑрарӗ, кӗсле шӑранчӗ, пултарулӑх ушкӑнӗсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. Уяв каҫӗн кульминацийӗ Вырӑс наци балечӗн «Кострома» спектаклӗ пулчӗ. Артистсем тӗнче сценисене парӑнтарнӑ программа тӑратнӑ, ташӑ урлӑ пирӗн нумай нациллӗ ҫӗршывӑмӑрӑн культура нумай енлӗхне кӑтартнӑ. Ҫулталӑк тӑршшӗпе Чӑваш Енре культура тата вӗренӳ анлӑ мероприятийӗсем, ҫавӑн пекех тӗрлӗ наци представителӗсене пӗрлештерекен спорт турнирӗсем иртӗҫ. Ҫак пулӑмсем ҫынсене чӑваш ҫӗрӗ ҫинче пурӑнакан халӑхсен хӑйне евӗрлӗ йӑлипе, чӗлхипе тата искусствипе тарӑнрах паллашма пулӑшӗҫ.

«Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ тата Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ – мероприятисен черечӗ кӑна мар, пире кашнинех тӗп ӗҫ ҫинчен аса илтересси: пирӗн аслӑ ҫӗршывӑн тата Чӑваш Енӗн вӑйӗ – пӗрлӗхре, хамӑрӑн тымарсене шанчӑклӑн тытса, пирӗн хаклӑхсене, пирӗн ҫемьесене тата пирӗн ачасен пуласлӑхне пӗрле хӳтӗлеме хатӗрри, пӗр-пӗринпе тӳрӗ чунлӑ, уҫӑ кӑмӑллӑ пуласси», – палӑртрӗ Раҫҫейри Федераци Пухӑвӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6