Çĕнĕ пулăшу

Категория: Общество Опубликовано: 30.01.2026, 13:23 Просмотров: 82

Ĕçсĕр тесе йышăннă ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсен 2026 çултан пуçласа харпăр хăйĕн ĕçне пуçарас тĕлĕшпе социаллă контракт çырма ирĕк пур. Ăна çырас тесен ветеранăн çемйин тупăшне шута илмеççĕ.

Енчен те ветеран 1 тата 2 ушкăн инваличĕ шутлансан тата вăл çак пулăшу мелĕпе усă курмассине пĕлтерет пулсан, пулăшу мелĕпе унăн мăшăрĕ усă курма ирĕклĕ. Социаллă контракт шайĕнче 350 пин тенкĕ таран пĕр хутченхи тÿлев параççĕ. Çакăнта харпăр хăй бизнесне уçма тата индивидуаллă предприниматель е хăй тĕллĕн ĕçлекен шайĕнче регистрациленме май пур. Чăваш Енте федерацин асăннă мелĕ çумне регионти пулăшу мелĕ хутшăнать. «Мой бизнес» центр «СВОи в бизнесе» вĕренÿ программине пурнăçлать. Иртнĕ çул унтан икĕ тапхăрпа 44 выпускник вĕренсе тухнă. Çак программа СВО участникĕсене тата вĕсен çемье членĕсене предприниматель ĕçне вĕренме, ку тĕлĕшпе пуçламăш утăмсем тума хăнăхма пулăшать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6