Январĕн 14-мĕшĕнче Шарпаш ялĕнче пурăнакансемпе тăванĕсем çар йĕрки- хисепĕпе çĕршыв хÿтĕлевçине Юрий Марков кĕçĕн сержанта юлашки çула ăсатрĕç. Вăл çапăçу хирĕнчен тăван çĕре, тăван тăрăха ĕмĕрлĕхе таврăнчĕ. Юрий Витальевич тăван çĕре сыхласа паттăрлăх кăтартнă, Тăван çĕршыва юратакан хăюллă салтак символĕ пек ĕмĕрлĕхе пирĕн асра юлĕ вăл.
Юрий 1984 çулхи мартăн 9-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕпе амăшĕ – Нинăпа Виталий Марковсем – ăна мĕн пĕчĕкрен пурнăçри пахалăхсене ăнланма тата пурнăçлама вĕрентсе ÿстернĕ. «Ĕçрен ан хăра, каланă сăмаха тыт, хăвна йывăр пулсан та çынна пулăш», – çакăн пек ăнлавсем унăн чун-чĕринче мĕн пĕчĕкрен никĕсленнĕ. Çапла пуçланнă та тÿрĕ чунлă, яваплăха пĕлекен çын пулса тăрасси. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан, истори чăнлăхне хÿтĕлеме вăхăт çитсен, вăл 2023 çулхи август уйăхĕнче хăйĕн ирĕкĕпе çĕршывшăн тăма тухса кайнă. Йывăр вăхăтра аякра юлма пултарайман вăл, алла пăшал тытнă, хăюллă салтаксемпе пĕр рете тăнă. Унăн чун-чĕре çирĕплĕхне тата кĕлеткерен çирĕп çын пулнине, татăклă сăмах калама пултарнине фронтра часах асăрханă. Ăна пысăк ĕç шаннă. Вăл пехотăн çар машинисен уйрăмĕн командирĕ пулса тăнă. Юра ертсе пыракан салтаксем те хаяр çапăçусене хутшăннă, ума лартнă задачăна пĕрре мар пурнăçланă. Çавна кура кĕçĕн сержанта патшалăх наградипе чысланă. Унăн хастарлăхĕ çапăçусенче курăнса тăнă. Хăй çирĕплĕхе пăхăннă, ыттисенчен те çавнах ыйтнă. Ывăл – фронтра, амăшĕ вара тылра çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăрăшать. Нина Маркова – «Моргаушцы-Zа Победу» волонтер ушкăнĕн активисчĕ, «кĕмĕл» волонтер. Салтаксене, фронта пулăшассишĕн питĕ нумай тăрăшрĕ, ĕçпе кăна мар, сăмахпа та хавхалантарчĕ. Хăйĕнпе пĕр шухăшлисене пĕр йыша пухрĕ, килте те маскировка сетки çыхрĕ, ал ĕçĕпе çĕрĕпе ларни те сахал мар пулнă. Çакна ăна пĕлекенсем çирĕплетме пултараççĕ. Шухăшпа вара ывăл çинче, салтаксем çинче... Кĕтмен çĕртен хăрушă хыпар çитрĕ. Декабрĕн 7-мĕшĕнче çар задачине пурнăçланă чухне Юра паттăрла пуç хучĕ. Мĕн куç хупичченех вăл çар присягине тытрĕ, пирĕн мирлĕ пурнăçшăн хастар тăрса пĕр утăм та каялла чакмарĕ. Нимĕн те тăваймăн, пысăк çухату... Урамра митинг пырать, хурлăхлă кĕвĕ янăрать. «Юра çынна яланах пулăшма хатĕрччĕ. Ĕçлеме те пултаратчĕ, йĕркелеме те пĕлетчĕ. Ун çине шанма пулатчĕ. Яштака кĕлеткипе чăн-чăн салтакчĕ. Ĕмĕчĕ вара пысăкчĕ, ятарлă çар операцийĕнчен таврăнсан хăй тăвас тенĕ ĕç нумайччĕ унăн, пурнăçлаймарĕ»,– çакăн пек сăмахсем каларĕç ăна юлашки çула ăсатма пынисем. Çывăх çыннисем, ял çыннисем, юлташĕсем, республика тата округ, ветерансен организацийĕсен представителĕсем, волонтерсем, ятарлă çар операцине хутшăннисем паттăр салтак умĕнче пуç тайрĕç. Юрий Марковăн çутă сăнарĕ ĕмĕрлĕхех халăх асĕнче пулĕ.
Август 2026 |
