Лимонпа туслă пул

Категория: Общество Опубликовано: 30.01.2026, 10:27 Просмотров: 59

Паян килти сĕтел çинче лимон çирĕп вырăн йышăнчĕ. Анчах эпир унăн пур ырă енне те пĕлетпĕр-и? Çакăн пирки пирĕн паянхи калаçу. Шăнса пăсăлсан лимонпа чей ĕçмеллине пурте пĕлеççĕ. Ăстасем вара лимонпа кулинарире те, фармакологире те, косметологире те, халăх медицининче те анлă усă кураççĕ. Унăн паха енĕ нумай:

ирхине час вăранаймасан, выçă хырăмла лимон сĕткенĕ хушнă ăшă шыва ĕçмелле: организм хастарланĕ, апат ирĕлесси лайăхланĕ, кăмăл çĕкленĕ, кунĕпех вăй-хал тапса тăрĕ;

лимон чĕрепе юн тымарĕн тытăмне çирĕплетме пулăшать;

çак çимĕçри Р витамин пирĕн организмран сиенлĕ япаласене, шлаксене кăларма пулăшать;

лимон хуппи те питĕ усăллă пулнине ан манăр. Вăл, паллах, йÿçĕ, анчах ăна апат-çимĕçе яни (тĕслĕхрен, духовкăра какай е пулă пĕçернĕ чухне) органиизмра усал шыçă аталанас хăрушлăха чакарать;

лимон хуппинчи эфир çăвĕсем кăмăл-туйăма лайăхлатаççĕ. Унăн хуппи, çитменнине, антисептик та шутланать;

сывлав органĕсем е пыр шыçсан, халăх медицининче çак çимĕçĕн хуппине чăмлама сĕнеççĕ. Çапла туни бактерисене пĕтермелли лайăх мел шутланать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6