Январӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлав министрӗ Лариса Тарасова тӳрӗ эфир ирттерчӗ. Эпир вулакансене эфирӑн пӗлтерӗшлӗ саманчӗсемпе паллаштаратпӑр. Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне анлӑн ҫӗнетесси тата медицина пулӑшӑвӗн мелне лайӑхлатасси
2025 ҫулта сывлӑх сыхлавӗн 66 объектне туса лартнӑ тата юсанӑ: 9 модульлӗ ФАП ҫӗкленӗ, сывлӑх сыхлавӗн 51 объектне тӗпрен юсанӑ, пуҫламӑш звенори 6 объекта – 1 ФАП, 2 врач амбулаторийӗ тата пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн 3 уйрӑмӗ – туса лартнӑ. «Ҫапла майпа тӗп звенора пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ парасси республикӑра пурӑнакан 269 пин ҫыншӑн ӳснӗ», – палӑртрӗ Лариса Тарасова. Министр 2026 ҫулта отрасле финансласси танлаштаруллӑ шайра пулассине палӑртрӗ.
Чир-чӗре асӑрхаттарасси
Лариса Тарасова «Вӑраха тӑсӑлакан тата хастар пурнӑҫ» наци проекчӗ пулӑшнипе кашни ҫыннӑн пӗлтерӗшлӗ тӗрӗслевсене пачах тӳлевсӗр тухма май пуррине палӑртрӗ. 2025 ҫулта Чӑваш Енре пурӑнакан 524 пин ытла ҫын диспансеризаци тата профилактика тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ. Пӗрремӗш хут 26 пин ытла чир тупса палӑртнӑ. «Унсӑр пуҫне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн «Сывлӑх патне утӑм» проектне пурнӑҫланӑ, унӑн шайӗнче 70 пине яхӑн ҫынна профилактика тишкерӗвне явӑҫтарнӑ, пӗрремӗш хут 1,6 пин чир тупса палӑртнӑ. Ӑна пурнӑҫлама республика 20,7 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Проекта федераци шайӗнче чи лайӑххисенчен пӗри тесе йышӑннӑ, кӑҫал вăл малалла тӑсӑлӗ», –пӗлтерчӗ министр.
Медицина учрежденийӗсене реорганизацилесси
Чӑваш Енре пурӑнакан Марина Николаевна министртан тӳрӗ эфирта кӑсӑкланнӑ: «Йӗпреҫри больницӑна мӗншӗн хупаҫҫӗ? Анне Елчӗкре пурӑнать, унта та хупасшӑн теҫҫӗ! Мӗн тумалла вара ҫынсен?» Лариса Тарасова, реорганизаци шайӗнче пӗр медицина организацине те хупмассине пӗлтерсе, гражданкӑна лӑплантарчӗ. «Пирвайхи медицинӑпа санитари пулӑшӑвӗ парасси маларах пулнӑ вырӑнтах – кил ҫумӗнчи хӑнӑхнӑ больницӑсенчех юлать, ҫав медицина ӗҫченӗсемех пулӑшупа тивӗҫтереҫҫӗ. Реорганизаци ӗҫлекен медицина учрежденийӗсене хупассине е медперсонала чакарассине пӗлтермест, пачах урӑхла, паракан пулӑшӑвӑн тухӑҫлӑхне палӑрмаллах лайӑхлатма май парӗ», – ӑнлантарчӗ министр. Министр сывлӑх сыхлавӗн объекчӗсене ҫӗнетмелли плансем улшӑнманнине палӑртрӗ.
Медицина кадрӗсем
Сывлӑх сыхлав отрасльне кадрсемпе тивӗҫтерес ыйту уйрӑм тӗрӗслевре тӑрать. «Паян республикӑра медицина ӗҫченӗсене пулӑшмалли республика тата муниципалитетӑн 13 майӗ ӗҫлет, унпа ҫулсерен 4 пин ытла ҫын усӑ курать. Ҫак ыйту ҫине комплекслӑ пӑхнипе 2025 ҫулта отрасле 132 медицина ӗҫченне явӑҫтарма май килнӗ», –палӑртрӗ министр. «Земство тухтӑрӗ» тата «Земство фельдшерӗ» федераци программисем кӑҫал 81 медицина ӗҫченне явӑҫтарма май панӑ. Ҫак программӑсен шайӗнче 2026 ҫулта тата 80 ытла медицина ӗҫченне явӑҫтарма палӑртнӑ. Паян министерствӑпа тунӑ тӗллевлӗ вӗрентӳ ҫинчен калакан договорсемпе 923 студентпа ординатор вӗренет.
Эмелпе тивӗҫтересси
Лариса Тарасова 2025 ҫулта республикӑри 72,1 пин ҫынна ҫӑмӑллӑхлӑ майпа эмел препарачӗсемпе тивӗҫтернӗ: кунта 2 млрд тенкӗ янӑ, ку 2024 ҫулхинчен 1,6 хут нумайрах. Эмел препарачӗсемпе тата медицина хатӗрӗсемпе ҫӑмӑллӑхлӑ майпа тивӗҫтерме право пур граждансен шучӗ 7,9 процент ӳснӗ. «Эмелпе тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем сиксе тухсан, ҫынсем тӳрремӗнех Сывлӑх сыхлав министерствине пӗлтерме пултараҫҫӗ», – ӑнлантарчӗ Лариса Тарасова.
Цифровизаци
Лариса Тарасова Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав отраслӗн цифра аталанӑвӗ лайӑх шайра пулнине палӑртрӗ. Чӑваш Республикинче тухтӑр патне йышӑнма дистанци майӗпе ҫырӑннисен тӳпи 98,9 процентпа танлашать.
Август 2026 |
