Фестивале çитсе курăр

Категория: Общество Опубликовано: 30.01.2026, 08:35 Просмотров: 73

Йăлана кĕнĕ «Чечеклен, юратнă Муркаш ен!» фестиваль-конкурс Муркаш округĕнчи çынсене пĕрлештерет. Çулсерен иртекен ăсталăх марафонĕ пултаруллисене пĕрле пухать, куракансене вара вырăнти артистсен юрри-ташшипе киленме май парать. Территори пайĕсенче ирттерекен фестиваль-конкурса сумлă жюри пайташĕсем хак параççĕ.

Талантсен ăмăртăвĕ Çатракасси территори пайĕнче январĕн 21-мĕшĕнче пуçланчĕ. Ун хыççăн вăл Мăн Сĕнтĕр территорийĕнче иртрĕ. Эстафетăна мăнсĕнтĕрсем хорнуйсене пачĕç, конкурс турайсене куçрĕ. Паян вара вырăнти артистсем сцена çинчи пултарулăха кăмăллакансене Муркашри Культура çуртĕнче кĕтеççĕ. Концерт программисем анлă, çитсе курăр, никама та кичем пулмĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6