2025 çул историе кĕрсе юлчĕ. Округ администрацийĕн ответлă ĕçченĕсемпе ирттерекен канашлу иртнĕ çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнинчен пуçланчĕ.
Экономика пайĕн пуçлăхĕ Ольга Тимофеева палăртнă тăрăх, пĕтĕмпе 7553,2 млн тенкĕлĕх тавар туса кăларнă. Ял хуçалăх предприятийĕсем продукци туса илесси иртнĕ çул 2076 млн тенкĕпе танлашнă. Халăха 164,4 млн тенкĕлĕх тÿлевлĕ пулăшу панă. Ваккăн суту-илÿ туни 1477,7 млн тенкĕпе танлашать, обществăлла Апатланури калăпăш – 210,5 млн тенкĕлĕх. Округри предприятисемпе организацисем иртнĕ çул 822,3 млн тенкĕ инвестицие тĕп капитала хывнă. Округ бюджетне пурнăçлани пирки администраци пуçлăхĕн çумĕ – финанс пайĕн пуçлăхĕ Рената Ананьева паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, тупăш пайĕ 1 млрд та 701 млн та 276,9 пин тенкĕпе танлашнă, тăкак пайĕ – 1 млрд та 750 млн та 270 пин тенкĕ. Харпăр хăй тупăш пайĕ – 468 млн та 408,7 пин тенкĕ.
Август 2026 |
