Чăваш аграрийĕсем патшалăх пулăшăвĕпе техника паркне çĕнетеççĕ. Иртнĕ çул вĕсем çак пулăшупа усă курса техника паркне 640 ытла ял хуçалăх техникипе пуянлатнă. АПК предприятийĕсем 120 машина, унсăр пуçне тырă вырмалли 48 тата выльăх апачĕ пухса кĕртмелли 8 комбайн, çавăн пекех тĕрлĕ машинăпа оборудовани 470 туяннă.
Техникăна çĕнетни ĕç тухăçлăхĕпе продукци калăпăшне ÿстерме, сезонлă ĕçсене вăхăтра пурнăçлама, производство тăкакĕсене чакарма пулăшать. «Аграри секторне модернизацилеме иртнĕ çул республика бюджетĕнчен 1,23 млрд тенкĕ уйăрнă. Техника паркне çĕнетессин программине финансласси çак çулта малалла пырать», – палăртнă Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев.
Август 2026 |
