Сцена çине Ангелина Крючкова (сăн ÿкерчĕкре) тухсан куракан унран ытларах чухне тарăн шухăшлă, тăван çĕрпе, çĕршывпа хăпартлантаракан юрăсене кĕтет. Эпир ăна çавăн пек юрăсемпе ытларах пĕлетпĕр. Куракана тыткăнлама пултарать вăл, ăсталăхĕ унăн пысăк. Ангелина Крючкова Муркаш муниципалитет округĕнчи «Тĕп клуб системи» бюджет учрежденийĕн клуб йĕркеленĕвĕн ертÿçинче ĕçлет. Унăн пултарулăхĕпе тăрăшулăхне вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулни те çирĕплетет. Пĕр хутчен кăна мар тивĕçрĕ çакна хастар специалист.
Август 2026 |
