Тӗллев – миллион тӑваткал метр

Категория: Общество Опубликовано: 30.01.2026, 08:24 Просмотров: 70

Хӑтлӑ ҫурт-йӗр тата шанчӑклӑ коммуналлӑ хуҫалӑх – пирӗн республикӑри пурнӑҫ пахалӑхӗн никӗсӗ. Строительство министрӗпе Владимир Максимовпа отраслӗн кӑҫалхи кӑтартӑвӗсемпе стратеги планӗсене пӑхса тухрӑмӑр. Ҫапла ҫырчӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче.

«Пурнăç инфратытăмĕ» нацпроект шайӗнче 2025ҫулхи кӑтартусем ҫакна ҫирӗплетеҫҫӗ: эпир тӗрӗс хӑвӑртлӑхпа пыратпӑр. Пӗлтӗр строительствӑра лайӑх динамика сыхласа хӑварнӑ. Пурӑнмалли ҫурт-йӗре хута янӑ калӑпӑш 821 пин тӑваткал метрпа танлашнӑ. Пысӑк утӑм – 27 процент – уйрӑм ҫурт-йӗр строительстви кӑтартнӑ. Ҫакӑ пулӑшу мерисем кирли тата граждансем хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче пурнӑҫпа интересленни ҫинчен калать. Уйрӑм тӗрӗслевре – социаллӑ обязательствӑсем. 4,3 миллиард тенкӗ ытла 3 пине яхӑн ҫемье валли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма уйӑрнӑ. Ҫав шутра – ҫӑмӑллӑхлӑ ипотекӑпа тата округсенчи ҫамрӑк специалистсем валли ҫурт-йӗр тума. Юлашки ен муниципалитетсен аталанӑвӗшӗн приоритетлӑ тесе шутлатӑп. Кӑҫал нумай хваттерлӗ 335 ҫурта тӗпрен юсӑпӑр, 260 лифта улӑштарӑпӑр тата коммуналлӑ сетьсене ҫӗнетессине малалла тӑсӑпӑр. 2028 ҫулччен отрасле укҫа-тенкӗ анлӑ хывма палӑртнӑ: социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 126 объекта тума 29 миллиард тенкӗ инвестици хыватпӑр. Кашни ҫул миллион тӑваткал метр ҫурт-йӗр тӑвас тӗллев патне куҫатпӑр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1