Эпир сывă пурнăç йĕркишĕн

Категория: Общество Опубликовано: 23.01.2026, 11:23 Просмотров: 67

Пирĕн округри ветерансем спортра хастар. Вĕсем тĕрлĕ спорт мероприятине хастар хутшăнаççĕ. Уйрăмах активлисем вара ыттисене те çакăн пек ĕçсене хутшăнма хистеççĕ. Ветерансемпе ирттерекен ăмăрту нумай.

Пĕлтĕрхи çулталăк вĕçĕнче 60 çул урлă каçнă ветерансем волейбол ăмăртăвĕнче вăй виçрĕç. Унта хутшăнакансем тата курма пыракансем тулли кăмăлпа пухăнчĕç. Спорт уявĕпе ветерансене округ пуçлăхĕн çумĕн тивĕçне пурнăçлаканĕ – вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова саламларĕ. Çавăн пекех Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарĕ Евгений Степанов, АПК ветеранĕсен канашне ертсе пыракан Нина Петрова саламларĕç. Спортсменсем пĕтĕмпе 7 территори пайĕнчен пулчĕç. Вĕсенчен пĕрлештернĕ 4 команда йĕркелерĕмĕр. Вăйăсем хĕрÿ иртрĕç. Муркаш территори пайĕн команди çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Ун хыççăнхи вырăнсене Уйкас Янасал тата Оринин территори пайĕсен командисем йышăнчĕç. Волейбол ăмăртăвĕнче чи аслă çулхи вылякан Уйкас Янасал тăрăхĕнчи Георгий Лукин пулчĕ, маттур. Спорт уявне курма пынисем, унта хутшăнакансем ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене пулăшма 23 пин тенкĕ укçа пухрĕç. Мероприяти йĕркелÿçисем Михаил Романов тата Николай Никитин ятарлă çар операцине хутшăннă ветерансене парнесем пачĕç. Мероприятие Муркаш шкулĕн ачисем ташăпа, Йÿçкасси тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем юрăпа савăнтарчĕç. Çĕнĕ çула вара эпир каллех спорт ăмăртăвĕпе пуçларăмăр. Январĕн 7-мĕшĕнче Шетмĕпуçĕнчи Культура çуртĕнче шахматла хăвăрт выляссипе командăпа мала тухассишĕн уçă чемпионат иртрĕ. Унта сакăр муниципалитетри вунă команда хутшăнчĕ: Муркаш, Элĕк, Етĕрне, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар округĕсенчен тата Чăваш Енти (Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен) юниорсен пĕрлештернĕ команди. Ку ăмăртăва вара эпир икĕ ăрăва та хутшăнтарас терĕмĕр. Çамрăксем ветерансемпе тĕлпулни вырăнлă. Мероприятие хутшăнакансене спорт секторĕн ертÿçи Владимир Петров, ăмăртăвăн тĕп арбитрĕ Михаил Мельник саламларĕç. Эпĕ те, Раççейри пенсионерсен пĕрлĕхĕн округри уйрăмĕн ертÿçи пулнă май, спортсменсене ăнăçу сунтăм. Ку турнира 20 çул ытла ирттереççĕ. Палăртма кăмăллă, турнир Лев Краснов йĕркелеме пуçланипе иртет, вăл халĕ 89 çулта. Чи çамрăк вылякан – Владислав Михайлов – 7 çулта, чи асли – Самуил Дмитриев – 95 çулта. Çакна та палăртса хăвармалла, вăл Раççейри аслă çулхи шахматист. Юниорсем хастар вылярĕç. «Юниоры Чувашии» команда – 1-мĕш вырăнта, иккĕмĕш – элĕксен пĕрлештернĕ команди, виççĕмĕшсем – етĕрнесем. Кунта муркашсен туртăнмалли палăрчĕ. Чемпионатăн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене кубоксемпе, дипломсемпе, медальсемпе чысларĕç. Çапла кăмăллăн ирттертĕмĕр эпир ăмăртусене.

Петр СКВОРЦОВ, Раççейри пенсионерсен пĕрлĕхĕн округри уйрăмĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6