«Оринино» хуҫалӑх кубокӗшӗн 31-мӗш хут спорт уявӗ иртрӗ.
Пӗтӗмпе тăхӑр команда хутшӑнчӗ: «Оринино» хуҫалӑхӑн, «Оринино-G Energy», «Метпласт», «Чуманкасси», Оринин шкулӗн, Оринин территори пайĕн тата «Ярапайкасси», «Чуманкасси», «Ярославль». Салам сӑмахӗсемпе округ администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Павлова, «Оринино» хуҫалӑх председателӗ Алексей Прокопьев, Оринин территори пайӗн пуҫлӑхӗ Валентина Пушкова тата Оринин шкулӗн директорӗ Николай Щукин тухса калаҫрӗҫ. «Раҫҫей спорчӗ» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн «Оринино» хуҫалӑх кубокӗшӗн иртнӗ спорт уявӗн пӗтӗмлетӗвӗ ҫапла пулчӗ. Шашкӑпа шахмат енӗпе уйрӑм ҫӗнтерӳҫӗсем палӑрчӗҫ. Волейбол енӗпе 3-мӗш вырӑна «Оринино», 2-мӗшне «Оринино-G Energy», 1-мӗшне «Метпласт» команда йышӑнчӗҫ. Мӗнпур ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗпе вырӑнсене ҫакӑн пек пайланӑ: 1-мӗш вырӑнта «Оринино-G Energy» команда (сӑн ӳкерчӗкре) , 2-мӗш вырӑнта «Метпласт» команда, 3-мӗш вырӑнта «Оринино» хуҫалӑх команди.
Август 2026 |
