Пурнăç сукмакĕпе – 60 çул

Категория: Общество Опубликовано: 23.01.2026, 11:01 Просмотров: 63

Юрату, ăнлану, килĕшÿ, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланни, йывăрлăха пĕрле çĕнтерни. Çак пахалăхсем тытса тăраççĕ Атапай ялĕнчи хисеплĕ çемьене.

Татьяна Константиновнăпа Юрий Иванович Ивановсем пурнăç çулĕпе сумлă 60 çул пĕрле утаççĕ. Çак вăхăтра савăнăçĕ те, пăшăрханмалли те самай пулнă. Вĕсем вара çакна йăлтах пĕрле пайланă. Йăлана кĕнĕ тăрăх, мăшăрсем çемье юбилейне Юбилярсен хисеплĕ кĕнеки çине алă пусса çирĕплетеççĕ. Çак йăлана Ивановсем те пăсмарĕç, алă пусрĕç, пĕр-пĕрне ăшшăн çупăрласа саламларĕç.

...Хĕрпе каччăн историйĕ 1965 çулта пуçланнă. Юра, вăрварскер, ун чухне комсомолăн районти комитечĕн иккĕмĕш секретарĕнче ĕçленĕ. Пысăк ĕç шаннă ăна пĕрремĕш хут. Вăл Муркаш больницинче ĕçлекен Татьяна ятлă медсестрана велоăмăртура тĕл пулнă. Пĕрре курсах пĕр-пĕрне килĕштернĕ, икĕ çамрăк чĕре хытăрах тапма пуçланă. Çав вăхăтранпа вара вĕсен пурнăç çулĕ уйрăлман. Вăхăт иртнĕ. Ивановсен ĕç çулĕ пуян пулнă, ĕçре пысăк опыт пухнă вĕсем, çамрăк специалистсене те ĕçе хăнăхтарса пынă. Ĕçне кура – хисепĕ. Татьяна Константиновнăпа Юрий Иванович тăрăшулăхне тата пултарулăхне сумлă тĕрлĕ награда çирĕплетет. Вĕсем иккĕшĕ те «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Халĕ те вăхăта усăллă ирттерме тăрăшаççĕ. Мăшăр икĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Халĕ вĕсене мăнукĕсем савăнтараççĕ.

Екатерина Васил ьева .

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6