Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Шаг в мирную жизнь» регион проекчĕ ятарлă çар операцине хутшăнакансем тата вĕсен çемье членĕсем валли пурнăçланать. Вăл – патшалăх пулăшăвĕн комплекслă программи.
Чăваш Ен Правительство çуртĕнче эрнесерен ирттерекен канашлура çак проектпа иртнĕ çул мĕнле ĕçленине тишкернĕ. «Эпир пысăк тата шайлашуллă ĕç туса ирттертĕмĕр. Çĕршыв хÿтĕлевçисене тата вĕсен çемйисене пулăшассипе малалла ĕçлемелле пирĕн. Çывăх çынсем патшалăх пулăшăвне туйсан малти линири салтаксен çар задачине пурнăçласа çĕнтерĕве çывхартма та мотиваци ытларах пулать», – çапла палăртать регион пуçлăхĕ Олег Николаев. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли пулăшу мелĕ нумайланнă, çар ветеранĕсен инваличĕсене тÿлесси икĕ хут ÿснĕ, аманнисен пĕр хутченхи тÿлевне çирĕплетнĕ. СВОна хутшăнса РФ Геройĕ ятне е РФ орденне тивĕçнисем, салтак пуç хунă пулсан – унăн çемье членĕсем çĕр лаптăкĕ е 250 пин тенкĕлĕх сертификат илме пултараççĕ. 2026 çул пуçламăшĕ тĕлне республикăра çак категорири 436 çынна тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ илме учета тăратнă, вăл шутран 97-шĕ çĕр харпăрçисем пулса тăнă. Пулăшу мелĕсем пурнăçри пур сферăна тенĕ пекех пырса тивеççĕ: медицина реабилитацийĕ, психологи пулăшăвĕ, ĕç вырăнĕ тата ытти те. Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрсенче регион ертÿçин хушăвĕпе çар çыннисемпе, вĕсен çемйисемпе ĕçлекен координаци центрĕсем туса хунă. Специалистсем вырăна тухса çемьесен пурнăç условине шута илеççĕ, социаллă паспортсем уçаççĕ. Ветерансене ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси – уйрăм тимлĕхре. Çак вăхăт тĕлне тăван тăрăха таврăннисен 67 процентне ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Ытларахăшĕ охранник, водитель профессийĕсене кăмăллать, çавăн пекех полицейски, педагог, инженер профессине суйласа илекенсем те пур. Регионти «Работа России» кадр центрĕ вакансисен резервне йĕркеленĕ, 104 предприяти-организаципе 336 ĕç вырăнĕ пирки килĕшÿсем тунă. Кăçал çĕнĕлĕх вăя кĕчĕ, вĕсем çар тивĕçне пурнăçланă вăхăтра ветерансен ĕç вырăнĕ сыхланса юлать. Вĕсемпе тунă ĕç килĕшĕвĕ пăрахăçланмасть, вăхăтлăх чарăнать кăна. Çакна РФ Ĕç кодексĕнче çирĕплетнĕ. Иртнĕ çултанпа «Мой бизнес» центр «СВОи в бизнесе» вĕренÿ программине пуçланă. Çак вăхăт тĕлне унтан 27-ĕн вĕренсе тухнă. 10 ытла çын «Кадрсем» наци проекчĕ шайĕнче тÿлевсĕр вĕренÿре пулнă. Ветерансене мирлĕ пурнăçа таврăнма «Агромотиватор» грант та пулăшать. Вăл иртнĕ çул пуçламăшĕнче ĕçлеме тытăнчĕ. Çулталăк тăршшĕнче пĕтĕмпе 19,95 млн тенкĕлĕх 4 грант илнĕ. Ĕçе оперативлă йĕркелеме «Десант поддержки» проект пулăшать. Иртнĕ çулхи июнь уйăхĕнчен пуçласа пысăк квалификациллĕ специалистсем – юристсем, ятарлă служба сотрудникĕсем, общественниксем тата ыттисем муниципалитетсен администрацийĕсенче 843 çынна 1480 ыйту тĕлĕшпе йышăннă. Вăл шутран 1373-не оперативлă татса пама май килнĕ, ыттисем – контрольте. «Шаг в мирную жизнь» проект хăйĕн эффективлăхне кăтартрĕ, вăл регионта СВО-на хутшăнакансене пулăшупа тивĕçтерессин системин пĕлтерĕшлĕ пайĕ пулса тăрать. Çынсемпе тĕл пулни, вĕсен ыйтăвĕсене йышăнни питĕ кирлине курса тăратпăр эпир. Ĕçе çапла йĕркелени шăпах та ыйтусене май пур таран хăвăртрах татса пама пулăшать», – çапла палăртать регионти ĕç министрĕ Алена Елизарова.
Август 2026 |
