Пултаруллисене –хавхалантару

Категория: Общество Опубликовано: 23.01.2026, 10:17 Просмотров: 59

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пултаруллă пĕр пин çамрăка стипенди парасси пирки хушу кăларнă. Пулăшăвăн çак мелĕ «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕ шайĕнче пулса пырать.

Стипендие тивĕçнисен шутĕнче: шкулта вĕренекенсем, студентсем, ĕçлекен çамрăксем. Укçа хавхалантарăвне вĕренÿре, спортра, тĕпчевпе наука ĕçĕсенче, пултарулăхпа производствăра, ертсе пырассинче, обществăлла ĕçре, бизнесра тата ытти сферăра çитĕнÿ тума пултарнисем тивĕçеççĕ. Пĕтĕмпе вара кăçалхи конкурса 1909 заявка тăратнă. Стипенди калăпăшĕ юлашки çулсенче 2500 тенкĕпе танлашать. 2021 çултан пуçласа стипенди илме пултара- кансен çул ÿсĕмне пысăклатрĕç, ăна халĕ 35 çулчченех тивĕçме май пур. Çавăн пекех умлă-хыçлă темиçе çул та илсе тăма пулать. Регион пуçлăхĕн стипендине тивĕçекенсем пирĕн округра çулран-çул нумайланса пыраççĕ. Иртнĕ çул ăна 30 çамрăк илме пултарнă, кăçал 40 çамрăк илсе тăрĕ.

1. Дарья Андреева, Муркаш муниципалитет округĕнчи Шурча тĕп шкулĕн вĕренекенĕ.

2. Анна Блинова, Пĕтĕм Раççейри обществăпа патшалăхăн ачасемпе çамрăксен «Движение первых» юхăмĕн регионти юхăмне хутшăнаканĕ, Муркаш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.

3. Яков Борзаев, Пĕтĕм Раççейри обществăпа патшалăхăн ачасемпе çамрăксен «Движение первых» юхăмĕн регионти юхăмне хутшăнаканĕ, Шурча тĕп шкулĕн вĕренекенĕ.

4. Максим Варюхин, «Çамрăк техниксен станцийĕ» хушма вĕренÿ учрежденийĕн вĕренекенĕ, В. Верендеев ячĕллĕ Мăн Сĕнтĕр вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.

5. Алексей Васильев, РФ МВД «Моргаушский» пайĕн кинолог-инспекторĕ.

6. Елена Данилова, Муркаш муниципалитет округĕнчи Ф. Васильев ячĕллĕ ача-пăча искусство шкулĕн вĕрентекенĕ.

7. Максим Данилов, Йÿçкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.

8. Дарья Дмитриева, Шурча шкулĕн вĕренекенĕ.

9. Дарья Дмитриева, В. Верендеев ячĕллĕ Мăн Сĕнтĕр вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.

10. Сергей Евдокимов, Йÿçкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.

11. Валерия Егорова, Муркаш вăтам шкулĕн аслă вожатăйĕ.

12. Юлия Ермакова, Ача-пăча пултарулăх çурчĕн «Задорные лошкари» пĕрлешĕвĕн вĕренекенĕ.

13. Валерия Иванова, Оринин шкулĕн вĕренекенĕ.

14. Оксана Ильина, Юнкăри С. Михайлов ячĕллĕ шкул вĕренекенĕ.

15. Мария Кириллова, Пĕтĕм Раççейри обществăпа патшалăхăн ачасемпе çамрăксен «Движение первых» юхăмĕн регионти юхăмне хутшăнаканĕ, Муркаш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.

16. Софья Клюшкова, А. Николаев ячĕпе хисепленекен Калайкасси шкулĕн вĕренекенĕ.

17. Ангелина Крючкова, Муркаш муниципалитет округĕнчи «Тĕп клуб системи» бюджет учрежденийĕн клуб йĕркеленĕвĕн ертÿçи.

18. Анастасия Лаврентьева, А. Николаев ячĕпе хисепленекен Калайкасси шкулĕн вĕренекенĕ.

19. Эльмира Лукина, Муркаш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.

20. Владимир Никифоров, Муркаш муниципалитет округĕнчи Ф. Васильев ячĕллĕ ача-пăча искусство шкулĕн вĕренекенĕ.

21. Егор Никольский, «Çамрăк техниксен станцийĕ» хушма вĕренÿ учрежденийĕн «Авиамоделировани» пĕрлешĕвĕн вĕренекенĕ.

22. Наталья Павлова, Пĕтĕм Раççейри обществăпа патшалăхăн ачасемпе çамрăксен «Движение первых» юхăмĕн регионти юхăмне хутшăнаканĕ, Çатракасси шкулĕн вĕренекенĕ.

23. Валерий Паладьев, Муркаш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.

24. Марианна Паргеева, А. Николаев ячĕпе хисепленекен Калайкасси шкулĕн вĕренекенĕ.

25. Анастасия Проскурова, «Çамрăк техниксен станцийĕ хушма вĕренÿ учрежденийĕн «Юный пожарный» тата «Русское стрелковое поле» пĕрлешÿсен вĕренекенĕ.

26. Владимир Прохоров, Нискасси шкулĕн вĕренекенĕ.

27. Дарья Расколова, Москакасси шкулĕн вĕренекенĕ.

28. Иван Семенов, В. Верендеев ячĕллĕ Мăн Сĕнтĕр вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.

29. Елена Смирнова, В. Верендеев ячĕллĕ Мăн Сĕнтĕр вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.

30. Милена Смирнова, Çатракасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.

31. Евгений Тюрин, Шурча шкулĕн вĕренекенĕ.

32. Екатерина Федорова, Пĕтĕм Раççейри обществăпа патшалăхăн ачасемпе çамрăксен «Движение первых» юхăмĕн регионти юхăмне хутшăнаканĕ.

33. Ульяна Федорова, Йÿçкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.

34. Илья Федоров, Ильинка вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.

35. Анна Храмова, В. Верендеев ячĕллĕ Мăн Сĕнтĕр вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.

36. Алиса Чернова, Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин «Моргаушский» пайĕнче кадрсемпе ĕçлекен специалист.

37. Юлия Чернова, А. Николаев ячĕпе хисепленекен Калайкасси шкулĕн вĕренекенĕ.

38. Александр Чернов, Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин «Моргаушский» пайĕн уголовлă шырав уйрăмĕн оперуполномоченнăйĕ.

39. Денис Шишкин, «Çамрăк техниксен станцийĕ» хушма вĕренÿ учрежденийĕн «Авиамоделировани» пĕрлешĕвĕн вĕренекенĕ.

40. Станислав Яруков, Оринин вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.

Роза МАКАРОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6