2025 ҫулта «Пурнăç инфратытăмĕ» нацпроект шайӗнче «Тойкилтӗ – Кӗртекасси» автомобиль ҫулне юсанӑ. Малтанах 2,49 километр тӑршшӗ лаптӑка юсама планланӑ. Подрядчик ӗҫсене пахалӑхлӑ та вӑхӑтра пурнӑҫланӑ. Патшалӑх контракчӗпе палӑртнӑ вӑхӑта – август уйӑхӗн 1-мӗшӗччен юсаса пӗтернӗ.
Уйӑрнӑ укҫана перекетленине пула тата 920 метра яхӑн ҫула юсама май килнӗ. Юсанӑ ҫулӑн пӗтӗмӗшле тӑршшӗне 3,41 километра ҫитернӗ. Таврари ялсенче пурӑнакансене ҫак ҫул та савӑнӑҫлӑ хыпар кӗтет. «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проектне пурнӑҫламалли планпа килӗшӳллӗн 2026 ҫулта «Тойкилтӗ – Кӗртекасси» автоҫул ҫинче юсав мероприятийӗсене малалла тӑсмалла. Тепӗр тапхӑр Тойкилтӗ ялӗ еннелле каякан 2 километр тӑршшӗ лаптӑка юсасси пулӗ. Бюджет укҫи-тенкине тухӑҫлӑ тӑкакланӑ май юсакан ҫулӑн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ малтан палӑртнӑ кӑтартусенчен тата ӳсме пултарать.
Август 2026 |
