Кашни ыйтупа тĕплĕ калаçу пулчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 23.01.2026, 09:28 Просмотров: 61

Экономика аталанăвĕпе пирĕн муниципалитет округĕнче юлашки çулсенче чылай çĕнĕлĕх пурнăçа кĕрсе пынине куратпăр. Пуçаруллă çынсем ĕçсен тĕрлĕ енне аталантараççĕ: пĕрисем тырă-пулă туса илеççĕ, иккĕмĕшсем выльăх ĕрчетеççĕ, виççĕмĕшсем пахча çимĕç туса илессипе тата кайăк-кĕшĕк ĕрчетессипе тăрăшаççĕ. Çакăнпа интересленсе тата халăх шухăш-кăмăлне пĕлес тĕллевпе, республикăри пекех, пирĕн округра та уйăхсерен пĕрлехи информаци кунĕ иртет.

Иртнĕ юнкун, кăрлачăн 21-мĕшĕнче, пĕрлехи информаци кунне ирттерме Муркаш муниципалитет округне Чăваш Республикин промышленноçпа энергетика министрĕ Марат Якушев килсе çитрĕ. Округ пуçлăхĕпе Алексей Матросовпа тата унăн пĕрремĕш çумĕпе – территорисене хăт кĕртес тата аталантарас управлени ертÿçипе Андрей Мясниковпа икĕ çынна йышăнчĕç. Николай Никитинпа Сергей Голицын урамсене юртан вăхăтра тасатас, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Мирлĕ пурнăçа утăмлас» проектне пурнăçлас, округ администрацийĕпе обществăлла организацисем килĕштерсе ĕçлес ыйтусене хускатрĕç. Тĕл пулăва пынисен ыйтăвĕсене конкретлă хуравсем панă хыççăн пĕрлехи информаци ушкăнĕ Ильинка территори пайне çитрĕ.

Вырăнта пурăнакансем ятарлă çар операцийĕ валли сеткăсем çыхса пулăшнипе паллашнă хыççăн хăнасем Ильинкăри Культура çуртĕнче ку тăрăхри ялсенче пурăнакансемпе анлă тĕл пулу ирттерчĕç. Тĕп калаçу ялсенчен йăлара пухăннă каяша вăхăтра турттарса кăларасси, çак ĕçĕн тарифĕсем ÿсни, кивелнĕ контейнерсене çĕннисемпе улăштарасси, ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшасси пирки пулчĕ. Ку ыйтусемпе пухăннисене муниципалитет округĕн строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертÿçи Валерий Фомин паллаштарчĕ. Кунпа пĕрлех Валерий Витальевич йăлари коммуналлă каяшпа хĕллехи вăхăтра мĕнле пулмалли пирки те ăнлантарса пачĕ: округра вĕсене ялсенчен илсе тухас графика çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн пухăннă çÿп-çапа эрнере пĕрре турттарса тăма подряд организацийĕсемпе килĕшÿ тунă, техника çитет. Ильинка территори пайĕнчи подрядчик – А. Михайлов индивидуаллă предприниматель. Хăйĕн калаçăвĕнче муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — территорисене хăт кĕртес тата аталантарас управлени ертÿçи Андрей Мясников экологи тасалăхĕшĕн вырăнта пурăнакансем яваплă пулни, муниципалитет округĕ те ку ыйтăва иккĕмĕш вырăна хăварманни пирки, ăна лайăхлатассипе пăхнă тĕллевсем епле пурнăçланни çинчен каларĕ. Кунпа пĕрлех Андрей Валерьевич коммуналлă услугăсемшĕн тÿлев виçи ÿсни тата унăн сăлтавĕсем çинчен каласа пачĕ. Марат Якушев хăйĕн калаçăвĕнче интернет хăрушсăрлăхĕ çинче чарăнчĕ, ку тĕлĕшпе ачасемпе ăнлантару калаçăвĕ анлăрах ирттермеллине палăртрĕ. Тĕл пулура çут çанталăк газĕпе усă курнă чух тимлĕ пулмалли тата пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пурин те пăхăнмалли пирки те çивĕч калаçу пулчĕ. «Газпром газораспределение Чебоксары» акционер обществин Муркашри филиалĕн директорĕ Сергей Попов газпа усă курнă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалли, ахальлĕн пысăк инкексем пуласси пирки уйрăм тĕслĕхсемпе ăнлантарчĕ. Хĕл кунĕсем пушар хăрушлăхне кăларса тăратни çинче округри патшалăх пушар надзорĕн аслă инспекторĕ Иван Иванов чарăнса тăчĕ. Вăл республикăра та, пирĕн округра та пушарсен хисепĕ ÿсни, вĕсенчен сыхланса кая юлмасăр ытларах мĕнле ĕçсем туса ирттермелли пирки каларĕ. Территори пайĕн ертÿçи Марина Соколова ял çыннисене паянхи асăрхаттарусем кашниншĕнех пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетрĕ. «Вĕсене пурсăмăр та пăхăнсан кăна эпир хамăра лăпкăлăхра туйма пултарăпăр. Çакă пирĕн ыранхи кунпа çыхăннине никамăн та манас марччĕ», – терĕ тĕл пулăва вĕçлесе Марина Вячеславовна.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6