Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫулсемпе ҫуртсен территорисене хӗлле пӑхса тӑрас ыйтусене ҫирӗп тӗрӗслеве илнӗ.
Юр кӑҫал пӗлтӗрхинчен виҫӗ хут нумайрах, анчах ку ҫуртсен картишӗсенче япӑх ӗҫленӗшӗн тӳрре тухмалли сӑлтав мар. Правительство ҫуртӗнче кашни эрнере иртекен планеркӑра пӗтӗмӗшле усӑ куракан автомобиль ҫулӗсене тата нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсен территорийӗсене хӗлле тытса тӑрас ыйтусене сӳтсе явнӑ. Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта тӗрӗсленӗ 96 ҫуртсен территоринчен 17-шӗнче кӑна йӗрке тунӑ. Ку – управляющи компанисен ӗҫӗнче системӑллӑ пӑтӑрмах. Подряд организацийӗсен ӗҫ пахалӑхне, техника пуррипе ҫуккине тата пӑрпа кӗрешмелли хутӑшсен чӑн йышне тӗрӗслеме хушнӑ. Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗн управляющикомпанисене хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ коммуналлӑ техникӑпа тивӗҫтерес енӗпе пулӑшу программи хатӗрлемелле. Ҫакна валли 3 ҫул панӑ. Олег Николаев тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, пӑрпа кӗрешмелли пахалӑхсӑр материалсем туяннӑ фактсене тупса палӑртсан, айӑплисене явап тыттармаллине каланӑ. Ҫулсене тытса тӑма кӑҫал 725 млн тенкӗ уйӑрнине, ҫак укҫапа тухӑҫлӑ усӑ курмаллине аса илтернӗ. Ҫынсем хӑйсем тӳленине кура пахалӑхлӑ пулӑшу илмелле.
Август 2026 |
