Вĕлле хурчĕн шанчăклă тусĕ

Категория: Общество Опубликовано: 16.01.2026, 10:18 Просмотров: 100

Ĕçе юратакансем, вĕлле хурчĕпе чун парса ĕçлекенсем, вĕсен уссине туякансем Муркаш тăрăхĕнче сахаллăн мар. Вĕсем кашниех паянхи кунпа туллин усă курса малашлăха пăхса ĕçлеççĕ, пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетсе çĕнĕ тĕллевсем палăртаççĕ. Вăрттăнлăх мар, вĕсене пурнăçлассишĕн вĕсем çичĕ хут тар кăлараççĕ. Тăрăшулăхне кура ĕçĕ пурнăçланнишĕн пушшех чун савăнать.

Çĕр ĕçне, выльăх-чĕрлĕх отрасльне чунĕпе парăннă çынсем Муркаш округĕнче сахал мар. Вĕсем килти хушма хуçалăха аталантарса, фермерсен çулĕпе активлă утнине асăрхатăп та кашнин ÿсĕмĕшĕн савăнатăп. Кунта паян хурт-хăмăр отрасльне аталантаракансем пирки сăмах пуçарас кăмăл çуралчĕ. Муниципалитет округĕнчи ялсенче хурт-хăмăр йышĕ тата утар хисепĕ чакманни пирĕн енре ку отрасль аталану çулĕнчен юлманнине çирĕплетет. Çакăнта округ ертÿçисен тÿпи те пур, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене ертсе пыракансен тата специалистсен ĕçĕпе уйрăм утарçăсен тăрăшулăхĕ те сумлă курăнать. Кунпа пĕрлех республикăри хурт-хăмăр агентстви утарçăсем хушшинчи ĕçе пĕлсе йĕркелесе пырса вăхăтра пулăшнин пĕлтерĕшĕ те пысăк. Хурт-хăмăр йышĕпе пирĕн округ (пур йышши категоринчи утарçăсене те пĕрлештерсен) – республикăра çирĕппĕн малтисен ретĕнче. Çакă пирĕн ума çĕнĕ тĕллевсем лартать, аталану çулĕсем уçать, малашлăха пăхтарать. Муркаш пасарĕнче хамăр округри черетлĕ утарçăпа тĕл пултăм. Пыл банкисем умĕнче тăракан юлташăмпа ку хутĕнче сисмесĕрех вĕлле хурчĕсем пирки сăмах хускатрăмăр.

– Вĕлле хурчĕ ял хуçалăх аталанăвĕпе тачă çыхăнура тăни пуриншĕн те паллă. Ку кăна та мар, халăх сывлăхне сыхлас тата упрас тĕллевпе те ылтăн хуртăн пĕлтерĕшне сивлекен çуках тетĕп. Çав вăхăтрах вĕлле хурчĕ хăй тĕлĕшпе çут çанталăкăн кирек-хăш тапхăрĕнче те пысăк тимлĕх ыйтать, – кăмăллăн сăмахларĕ манпа Катькасри утарçă Николай Андреев (сăн ÿкерчĕкре). Николай Васильевича пĕрремĕш кун пĕлменрен пирĕн калаçу тăруках йĕркене кĕрсе кайрĕ. Хурт-хăмăр ĕçчен те сăпайлă çынна юратать. Унăн аллинче утар ĕçĕ ăнать, хурт хунать, çултан-çул вăл хăйĕн хуçине ытларах продукци парать. Муниципалитет округĕнчи вĕлле хурчĕ ĕрчетекенсем – шăпах çак карта ларакан ĕçченсем. Вĕсем хăйсен ĕçчен тусĕсемпе пĕр чĕлхе тупнă ĕнтĕ. Çавăнпах ĕçри ÿсĕмĕсем те çулленех сумлă та курăмлă.

– Килти хушма хуçалăхра пыл хурчĕ тытасси – ответлă ĕç. Турă кайăкĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарни вара укçа-тенкĕпе пĕрлех сывлăх та парать. Хамăн килти хушма хуçалăхра эпир 20 çул ытла вĕлле хурчĕ ĕрчететпĕр. Хамăн пурнăçăма паян эпĕ вĕсемпе ĕçлемесĕр курмастăп та. Вĕлле хурчĕпе мана иртнĕ ĕмĕртех хуньăм, Канаш выççăлккинчи Михаил Пшанов, паллаштарчĕ, малтанхи сĕнÿсем пачĕ, вăхăтра хавхалантарчĕ. Халĕ вара ку ĕçре хама чăн-чăн утарçă пек туятăп, май пулсан ыттисене те пулăшма тăрăшатăп, – каласа парать çартан таврăннă хыççăн 20 çул ытла шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ ветеран. Ăста утарçă тенĕрен. Вуншар çул каялла пыл хурчĕпе хăй тĕллĕн ĕçлеме пуçланăскер паян та вăл килти хушма хуçалăхĕнче чылай вĕлле тытать. Малашлăха пăхса тĕллевлĕ ĕçленĕрен кашни çемьерен тупăш илет. Унран та ытларах – сывлăх, чун хавалĕ. «Вĕлле хурчĕ утарçă епле ĕçленине, унăн кăмăлне тăтăш тĕрĕслет. Хăйĕнпе килĕшÿллĕ пулсан тата ĕçсене вăхăтра пурнăçласан, кĕркунне хуçине пылпа савăнтарать. Кун пек чух паха продукци ачасемшĕн, ял çыннишĕн, пыл çиме кăмăллаканшăн шалккă мар. Пурте сывă пулччăр», – шăппăн сăмахларĕ ырă кăмăл кÿрекен утарçă пирĕнпе калаçнă хушăрах çывăхри ачасен савăнăçлă сассине тăнланă май. Чылая тăсăлнă калаçуран пĕр пĕтĕмлетÿ турăм: ĕçрен хăрамасан пурнăç ăнатех, ĕç çынна пурнăç çулĕпе сулмаклăн уттарать. Çак ырă çулăн вĕçĕ-хĕрри пирĕн хушăмăрта курăнмасть те. Ку пире кашнинех савăнтармалла, ыррине шантармалла, мал ĕмĕтпе пурăнтармалла. Паян çулсенчи арçынна кашни пушă вăхăтрах утара тухнине курма пулать. «Кунта чун уçăлать, сывлăх вăй илет, çемьери килĕшÿ аталанать. Çакна шута илсе вĕлле хуртне тав тăватăп çеç», – терĕ ĕç ветеранĕ манран уйрăлнă май. Ĕмĕтсем ялан пурнăçланса пырасса шанса вĕçлетĕп эпĕ паянхи сăмахăма.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6