Çын пурнăçĕнче апат-çимĕç тĕп вырăнта тăнине кашниех аван ăнланать. Ăна хатĕрленĕ çĕрте вара лавр çулçипе усă курман кил хуçи çук та пулĕ. Пурте пĕлетпĕр, апат-çимĕç юрминче лавр çулçи нумай чухне тĕп вырăнта тăрать. Чылай кил хуçишĕн лавр çулçи юрма çеç мар, тумтир упранă çĕрти тасалăхшăн кĕрешмелли вăрттăн хĕç-пăшал та пулса тăрать.
Лавр çулçине шкафра тытнин тĕп тĕллевĕ – кĕвене тата ытти шăна-пăвана вăхăтра хăваласа ярасси. Ырă та витĕр кастаракан шăршăна çын тÿрех туйса илейменнине пăхмасăрах сăтăрçăсемшĕн вăл пысăк хăрушлăх пулса тăрать. Халĕ каланине шута илсе лавр çулçине кил хуçи арăмĕсем хĕл валли пуçтарнă пальто кĕсйисене, пиртен çĕленĕ пĕчĕк михĕсене хурса кĕпе-тумтир упранакан вырăнсене, çăм свитерсем упранакан курупкасене хураççĕ. Çÿлерех каланă ĕçсене пурнăçланă чухне лавр çулçи тĕрĕс-тĕкел пулни пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Кун пек чухне вăл хăйĕн шăршине 6 уйăх таран упрама пултарать. Шăршă улшăнсан ăна урăххипе улăштарни вырăнлă шутланать. Ку пĕртен-пĕр çăмăллăх мар. Лавр çулçи ытлашши нÿрĕке туртса илессипе те палăрать. Унăн çак енĕ тумтир çинчи ытлашши нÿрĕке сирме тата çипуçа упрама, ăна таса тытма пулăшать. Лавр çулçин çак енĕ нÿрĕ пÿлĕмсенче вырнаçнă шкафсенче упранакан тумтиршĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Çак шкафсен çиелти çÿлĕкĕсем çине 2-3 лавр çулçине хурăр та сирĕн ыйту кун йĕркинчен тухать. Сăмах май каласан, юлашкинчен асăннă мел тĕрлĕрен химилле хатĕрсенчен меллĕрех тата усăллăрах: лавр çулçи материалсем çине йĕр хăвармасть, кил хуçине аллергипе хăратмасть. Лавр çулçипе усă куракансем çакна та асăрханă: вăл ют шăршăсене пĕтерме пулăшать. Енчен те эсир шкафра спорт формине е чылай хушă усă курман тумтире тытатăр пулсан, вĕсем хушшине лавр çулçи хурса тухма сĕнÿ пур. Специ тути çирĕпленнĕ тар шăршине те, нÿрĕке те кĕске хушăрах пĕтерме май парать. Лавр çулçин эффективлăхне ÿстерме унпа пĕрле гвоздика е корица тураттине хума пултаратăр – сывлăша лайăх уçăлтаракан хутăш хатĕр пулать. Çакна та манмалли çук, лавр çулçи ытти усăпа пĕрлех тумтире тусантан сыхлама пулăшнипе те паллă. Çак çулçăри эфир çăвĕ вак тусан пайĕсене пир-авăр çине лекме памасть. Халĕ каланă мел шкафран сайра-хутра кăларакан тумтиршĕн – уяв костюмĕсемпе платьесемшĕн – питĕ меллĕ шутланать. Лавр çулçине çÿхе хутпа чĕркесе кĕсьене хурăр та сире нимĕнле хими хатĕрĕ те кирлĕ пулмасть. Халĕ эсир ăнлантăр пулĕ ĕнтĕ кил хуçисем лавăр çулçипе мĕншĕн анлă усă курма тăрăшнине. Кашни япалан хăйĕн вăрттăнлăхĕ пур.
Илья ПЕТРОВ.
Август 2026 |
