Ĕмĕр сукмакĕ такăр пултăр

Категория: Общество Опубликовано: 16.01.2026, 09:59 Просмотров: 99

Сăн ÿкерчĕкре Москакассинчи Валентинăпа Геннадий Волковсене тата вĕсен хĕрне Алина Любимовăна куратăр. Вĕсене ырă енчен палăртас килет, тăрăшулăхĕ обществăлла ĕçре те лайăх курăнать. Алина Геннадьевна округри централизациленĕ библиотека системинче тăрăшать, унсăр пуçне тĕрлĕ шайри ĕçсемпе мероприятисене активлă хутшăнать, сцена ăсти. Валентина Ивановна – «кĕмĕл» волонтер. Геннадий Георгиевич та пурнăçа хаклама, илемлĕхе курма пĕлекен çын. Пĕр çулхине вăл «Ытла хытă юратнăран» сăвăсен пуххине пичетлесе кăларчĕ.

Мăшăр иртсе пыракан çулталăкра пурнăç çулĕпе сумлă алă çул пĕрле утнине паллă турĕ. Геннадий Георгиевич вырăнти «Передовик» хуçалăхра механизатор пулса 40 çул ытла ĕçленĕ, производство передовикĕ пулнă. Тăрăшулăхне кура тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысланă. Вăл «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Ытти чыслава та тĕплĕн упрать ветеран. Валентина Ивановна вара 40 çула яхăн Мăн Сĕнтĕр райповĕнче экономист пулса ĕçленĕ. Унăн ĕçри ăсталăхĕ район экономикин аталанăвĕ çине те витĕм кÿнĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Центросоюз канашĕн Хисеп грамотипе, «Раççей потребительсен кооперацийĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» хисеплĕ паллăпа, «Чăваш Республикин потребитель кооперацийĕн ветеранĕ» ятпа тата тĕрлĕ Тав çырăвĕпе, Хисеп хучĕсемпе чысланă. Валентинăпа Геннадий Волковсем икĕ ывăлпа пĕр хĕр ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паян мăшăр 5 мăнука ÿстерме пулăшать.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6