Иртнĕ çул вĕçĕнче Шомик ял клубĕ сумлă алă çул тултарчĕ. Ку тапхăр сахал та мар, нумай та мар. Çак вăхăтра кунта вырăнти халăхпа пĕрле чылай ĕç туса ирттернĕ, çамрăк чĕресем пĕр-пĕринпе паллашнă, тĕл пулнă. Ку сцена çине мĕнле кăна артист хăпарман пулĕ.
Ял клубне халĕ вунă çул ытла Валентина Алаева ертсе пырать. Вырăнти халăх ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшса тăнăран клубра ирттерекен ĕç кунта нумайланчĕ. Ял çыннисем культура ĕçĕнче те, ытти ĕçре те активлă тата тăрăшуллă. Юбилей каçне Муркаш округ администрацийĕн культура пайĕн ертÿçи Любовь Рыжкова уçрĕ, пухăннисене уявпа саламларĕ. Вăл каланă тăрăх, юлашки çулсенче округ тĕрлĕ программăна хутшăнса культура учрежденийĕсене çĕнетессипе, аталантарассипе чылай ĕç тăвать. Малашне те учрежденисенчи условисене йĕркелесе пырассине пĕлтерчĕ. Сумлă юбилейпа округ администрацийĕ ячĕпе Шомик клубне 200 пин тенкĕлĕх сертификат парнелерĕ. «Ку укçа-тенкĕпе эсир пултарулăх ушкăнĕ валли çĕнĕ костюмсем, музыка инструменчĕ е ытти кирлĕ япала туянма пултаратăр», – терĕ вăл сертификата клуб ертÿçине парнелесе. Ертÿçĕ тăрăшулăхĕ куç умĕнче. Çакна Любовь Рыжкова Валентина Алаевăна Чăваш Республикин Культура министерствин Тав çырăвне парса чыслани те çирĕплетет. Çавăн пекех пай пуçлăхĕ клуб ĕçĕнче, ял пурнăçĕнче хастарлăхпа палăракан çынсене округ администрацийĕн Тав çырăвĕсене парса чысларĕ. Ăшă сăмахпа парне чылай пулчĕ çак кун. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов ячĕпе те салам çырăвĕнчи ăшă сăмахсем янăрарĕç сцена çинче. Депутат ячĕпе 30 пин тенкĕлĕх сертификат вара клубшăн питех те вырăнлă парне пулчĕ. Шомиксене округри тĕп клуб системин ертÿçи Станислав Григорьев саламларĕ, ял çыннисен пултарулăхне, салтаксене пулăшнине палăртрĕ вăл, çавăн пекех округри клубсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Катькас территори пайĕн пуçлăхĕ Светлана Макарова хастар çынсене Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Саламласа парне паракансем татах та пулчĕç çак кун. Валентина Алаева вара ял çыннисене, хăнасене уява хутшăннишĕн, ытти чухне те пĕрле ĕçлесе пынишĕн тав турĕ. «Эсир пĕрле пулсан малашне те пирĕн клуб пурăнасса, кĕрлесе тăрасса шанатăп. Пĕрле пулсан эпир вăйлă. Культура ĕçĕсене ирттернисĕр пуçне фронта чылай пулăшатпăр эпир ял çыннисемпе», – терĕ ертÿçĕ пурне те тав туса. Паллах, сумлă юбилей кунĕнче иртнĕ кунсене асăнмасăр хăварма çук. Уяв сцени çинче çак ялти Герман Осипов ветеран историпе кĕскен паллаштарчĕ. «Шомик клубне 1974 – 1975 çулсенче турĕç. Строительсен бригадине Порфирий Котлов ертсе пычĕ. Вăл вăхăтра пирĕн бригадăра Георгий Ельмешкин, Виталий Иванщиков, Нина Иванщикова, Мария Клюшкова, Геннадий Котлов, Герман Кузнецов, Герман Плотников, Анатолий Иваков, Анатолий Бычков тата ыттисем ĕçлерĕç, тĕрлĕ ĕç тăвакансем пулчĕç. Пĕрле тăрăшса ĕçленипе чаплă клуб пулса ларчĕ, çынсем пухăнма питĕ меллĕ. Балконĕ кăна мĕне тăрать. Эпĕ пынă чухне стенисене купаланăччĕ, тăррине витнĕччĕ, çÿле керамзит хăпартрăмăр. Хăмисем те, каштисем те питĕ çирĕп пулчĕç. Çак клуба тунă çĕрте чылай ĕç вĕрентĕм, алăк-кантăк тума хăнăхрăм», –терĕГерман Осипов. Валентина Алаева каланăтăрăх, Шомик ял клубĕн ертÿçинче Александр Портнов, Нина Рябчикова, Максим Ельмешкин, Надежда Иванова ĕçленĕ. Художество пултарулăх ертÿçинче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Иосиф Александров, Родион Долгов, Родион Петров, Римма Портнова, Вера Иванщикова, Анатолий Бычков, Галина Ельмешкина, Кирилл Мочалов тăрăшнă. Ертÿçĕ пулнă Николай Париков, Владимир Алаев, Людмила Алаева, Михаил Зайцев, Ирина Моисеева тата художество пултарулăх ертÿçинче тимленĕ Татьяна Ельмешкина, Сергей Шуканов пурнăçран уйрăлнă. Çакна та палăртса хăвармалла, Иосиф Александров уява хутшăнчĕ. Хăй ĕçленĕ çулсене аса илчĕ, клуба тата пултарулăх ушкăнне тытса пынăшăн тав турĕ. Уяв программине Анжелика Угарова илемлĕн ертсе пычĕ. Шомиксене округри культура ĕçченĕсем, Шупашкарти халăх юррисен «Нарспи» ансамблĕн артисчĕсем, Хыркассинчи ачасен искусство шкулĕн ачисем саламларĕç, вырăнти артистсем те пултарулăхпа савăнтарчĕç.
Роза ИЛЛАРИОНОВА
Август 2026 |
