2025 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче Чӑваш Республикинче ача-пӑча хатӗрӗсене проката памалли 15 пункт уҫнӑ. Халӗ асӑннӑ пулӑшу мерипе республикӑри мӗнпур муниципалитета ҫавӑрса илнӗ.
«Ҫемье – чи кирли. Пирӗн тӗллев – республикӑри кашни ҫемье чӑн-чӑн пулӑшӑва туйса тӑтӑр. Пӗтӗм республикипе ача-пӑча хатӗрӗсене проката памалли 26 пункт ӗҫлет. Ку питӗ кирлӗ пулӑшу: ҫамрӑк ашшӗ- амӑшӗн ҫемье бюджетне вӑхӑтлӑха ҫеҫ кирлӗ хаклӑ япаласем ҫине тӑкакламалла мар», – палӑртрӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Вӗсене уҫни ачаллӑ ҫемьесене пулӑшмалли пысӑк федераллӑ программӑн пӗр пайӗ пулса тӑчӗ. Чӑваш Ен ача ҫуратассине ӳстерме пулӑшакан хушма мерӑсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ илнӗ регионсен йышне кӗчӗ. 2025 ҫултан пуҫласа 2028 ҫулччен пӗтӗмӗшле финанслав калӑпӑшӗ 1 миллиард тенкӗрен иртӗ. Программа тин ҫуралнӑ пепкесене пӑхма ансатлатнипе ҫамрӑк ҫемьесен пурнӑҫ пахалӑхне тата хӑтлӑхне ӳстерме тӗллев лартать. Ача-пӑча хатӗрӗсене проката памалли пунктсене кашни ҫемье тенӗ пекех пыма пултарать. Кунта вӑхӑтлӑх усӑ курмалли хатӗрсемпе япаласен анлӑ ассортиментнетӑратнӑ. Пулӑшӑва тӳлевсӗр параҫҫӗ. Ӑна илме ҫемьери нумай функциллӗ центра е социаллӑ пулӑшу паракан центра кайса заявка ҫырни те ҫителӗклӗ. «Ҫемье» наци проекчӗпе тата ҫураласлӑха ӳстерессин регионти программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗртекен пулӑшу мерисен шутӗнче ҫаксем:
тин ҫуралнӑ ачасем валли прокат пункчӗсем уҫасси,
ачасене кӗске вӑхӑтлӑх пӑхса тӑмалли ушкӑнсем йӗркелесси,
нумай ачаллӑ ҫемьесенчи ачасем валли техникумсемпе аслӑ шкулсенче пӗлӳ илмелли хакӑн 50 процентне саплаштарасси,
пулас ашшӗ-амӑшӗсем валли ЭКО программине тӳлевсӗр хатӗрлесси,
ҫавӑн пекех йывӑр ҫын пулнӑ студентсене 100 пин тенкӗлӗх пӗр хут тӳлев парасси. Ҫулсерен 5 пине яхӑн ҫемье ҫӗнӗ пулӑшу мерисемпе усӑ курма пултарӗ. Кӗске вӑхӑтлӑха пӑхса тӑмалли пулӑшӑва тӳлевсӗрех параҫҫӗ. Ӑна пӗр ҫултан пуҫласа виҫӗ ҫулчченхи ачасене пӑхса ӳстерекен ҫемьесем валли палӑртнӑ.
Пӑхса тӑрассине социаллӑ пулӑшу паракан учрежденисенче те, килте те йӗркелеме пултараҫҫӗ. Ачасемпе квалификациллӗ педагог-психологсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсен хӑрушсӑрлӑхне тата пур енлӗ аталанӑвне тивӗҫтереҫҫӗ. Кунта пулас вӑхӑт кунне икӗ сехетрен пуҫласа ултӑ сехетчен тӑсӑлать, апатлантарма палӑртман. Пӗр ушкӑнра пӗр вӑхӑтрах ҫичӗ ача таран пулма пултарать. 2026 ҫулта кӗске вӑхӑтлӑх виҫӗ ушкӑн уҫма йышӑннӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби.
Август 2026 |
