Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшассине хăйсен тивĕçĕ тесе шутлаççĕ. Çак пархатарлă ĕçе ачасем те, вăй питти çынсем те, çулсенчи ватăсем те хутшăнаççĕ. Кашниех хăйĕн тÿпине хывма тăрăшать.
Акă «Куснар» агрофирма ертÿçи Михаил Михеев, Александр Петрович тĕп инженер тата ытти ĕçченсем салтаксем валли резина матсем пачĕç.
– Çак матсем фронтра питĕ кирлĕ, вĕсем автомашинăсене осколоксенчен хÿтĕлеме пулăшаççĕ, – терĕ «Моргаушцы-ZA Победу!» волонтерсен ушкăнĕн хастарĕ Андрей. Фронтпа тыл пĕрлĕхĕ çĕнтерĕве çывхартать.
Август 2026 |
