Ача сачĕ ăшăлăхпа тулнă
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева иртнĕ çулталăк вĕçĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе Муркаш тăрăхĕнче пулчĕ. Депутат тата Чăваш Республикин вĕренÿ министрĕн çумĕ Светлана Скочилова, Муркаш округ пуçлăхĕ Алексей Матросов, депутатсен округ Пухăвĕн депутачĕ Светлана Расколова Москакассинчи «Колокольчик» ача сачĕн ĕçĕпе паллашрĕç. «Ача сачĕ ăшăлăхпа, пултарулăх атмосферипе тулнă. Кунта чунпа килĕштерекен професси çыннисем ĕçленине пăхма кăмăллă. Туслă лару-тăру çулран-çул çирĕпленсе пытăр. Яллă вырăншăн ача сачĕ социаллă объект кăна мар, вăл çынсене яла юлма, кунта ĕçлесе пурăнма хавхалантарать», – терĕ Алла Салаева. Хăнасем телейлĕ ачалăх тĕнчинче пулса курчĕç. Кунта вĕсене ачасем Хĕл мучипе тата Юр пикепе пĕрле кĕтсе илчĕç. Юр кĕлетке вара тĕл пулăва татах та савăкрах тума пулăшрĕ, çакна хăнасем те палăртмасăр хăвармарĕç. Пурте пĕрле симĕс чăрăш тавра юрласа çавăрăнчĕç, аслисем хăйсен ачалăхне аса илчĕç. Депутат ача сачĕ халăх йăли-йĕркине упранине палăртрĕ тата çакăншăн коллектива тав турĕ. Вăл кашни ачана тата уява савăк ирттерме пулăшнă сăнарсене пылак кучченеç парса хавхалантарчĕ. Тĕл пулу вара питех те интереслĕ вĕçленчĕ. «Пире кунта питĕ килĕшет, пирĕн кунтах юлас килет», – терĕç пĕчĕкскерсем. Депутат ачасене çакăнтан тухсан шкулта лайăх вĕренме, ĕмĕте пурнăçа кĕртме ăнăçу сунчĕ. Округ пуçлăхĕ Алексей Матросов Алла Салаевăна ача садне хута яма пулăшнăшăн Тав çырăвĕпе чĕрĕ чечек çыххи парнелесе тав турĕ. «Çак объекта хута ярас çул вăрăм пулчĕ, çапах та пурте пĕрле тăрăшнипе чылайранпа кĕтекен ача садне хута яма пултартăмăр. Малашне те çакăн пек социаллă сфера учрежденийĕсене хута ярăпăр, тĕпрен юсаса çĕнетĕпĕр», – терĕ вăл. Ачасен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе хăнасене çакăн пек пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ объект тума пулăшнăшăн Ольга Смирнова тав турĕ. Светлана Расколова та ырă сăмахсем каларĕ.
Çатракасси шкулĕ çĕнелĕ
Алла Салаева Çатракасси шкулне те çитсе курчĕ. Чăваш Республикин вĕренÿ министрĕн çумĕ Светлана Скочилова, округ пуçлăхĕ Алексей Матросов вĕренÿ пÿлĕмĕсенче, спортзалпа столовăйĕнче тата актовăй залра пулса курчĕç. Шкул директорĕ Виталий Прокопьев шкул историйĕпе, унăн аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Çулла шкул сумлă утмăл çул тултарнине пĕлтерчĕ. Вăл каланă тăрăх, иртнĕ çул шкул территорине хăтлăх кĕртнĕ. Депутат кунти вĕрентекенсемпе вĕренекенсене ырă хыпар пĕлтерчĕ. 2026 çулта шкулта капиталлă юсав ирттерме палăртнă. Çак объекта юсаса çĕнетессине «Единая Россия» халăх программине кĕртнĕ. Юсав валли 80 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Анчах та проекта улшăнусем кĕртмелли курăнать. Ачасем хăнасене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. «Ачасене паха вĕренÿ илме, тĕрлĕ енлĕ аталанма услови туса парăпăр», – терĕ Алла Салаева. Тĕл пулу парнесемсĕр иртмерĕ. «Арçынсем паян мирлĕ пурнăçа хÿтĕлеççĕ, тăшман пирĕн пата ан çиттĕр тесе тăрăшаççĕ. Çакăн пек паттăрлăха пирĕн ватă асаттесемпе асаттесем тунă. Ку ĕçе халĕ çамрăк ăру пурнăçлать, çĕршыв хÿтлĕхĕнче – сирĕн аçăрсем. Сире пĕчĕк парне парасси – маншăн пысăк чыс. Сирĕн аçу чăн-чăн паттăр пулнă», – терĕ Алла Салаева Дениспа Надежда Ерзуковсене Çĕнĕ çул парни тыттарса. Ачасен ашшĕ çапăçу хирĕнче пуç хунă. Депутат çавăн пекех ачасене сехет парнелерĕ. Депутат «Елка желаний» акцие хутшăнса ачасен ĕмĕтне пурнăçларĕ. Январĕн 4-мĕшĕнче Ерзуковсем çемьепе «Эмоджинариум» цирка кайса курчĕç. Мирлĕ пурнăçа хÿтĕлесе пуç хунă салтакăн хĕр ачине Анастасия Кузьминана та Алла Салаева сехет тата пылак кучченеç парнелерĕ. Депутат аслă класра вĕренекен ачасене тĕрĕс професси суйласа илме ăнăçу сунчĕ, уяв парни турĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
