Тӗллевсем пысӑк

Категория: Общество Опубликовано: 16.01.2026, 09:03 Просмотров: 88

Вице-премьерпа – ял хуҫалӑх министрӗпе Андрей Макушевпа «Экологи – Кадрсем – Патшалӑх» стратеги тата социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программи шайӗнчи отрасль пӗтӗмлетӗвӗсене тата плансене сӳтсе яврӑмӑр. Ҫапла пӗлтерчӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче.

Тӗп ҫитӗнӳсем. 2025 ҫул пирӗншӗн ӑнӑҫлӑ пулчӗ: 1 млн тонна ытла тырӑ пухса кӗртнӗ. Эпир кукуруза, сӗт тата ҫӑмарта туса илессипе историлле максимумсене тухрӑмӑр. Инвестици туртӑмӗ: пӗлтӗр 3,3 млрд тенкӗлӗх 83 проект пурнӑҫа кӗртнӗ. Кӑҫал планкӑна ӳстеретпӗр: 10 миллиард тенкӗлӗх 78 проект палӑртатпӑр. Ҫитес вӑхӑтра мӗн кӗтетпӗр? Февраль уйӑхӗнче бройлер ӳстерме 14 ҫӗнӗ корпус тата 752 вырӑнлӑ выльӑх-чӗрлӗх комплексӗ уҫӑпӑр. «Пехет» агромаркета малалла аталантарӑпӑр – вӑл гастротуристсем тата вырӑнти пахалӑхлӑ апат-ҫимӗҫе хаклакансем валли туртӑм вырӑнӗ пулса тӑнӑ ӗнтӗ. Аталану малашлӑхӗ. Хӑмла – пирӗншӗн стратеги культури. 2030 ҫул тӗлне хӑмла лаптӑкне 2000 га таран ӳстерӗпӗр. Ахаль ҫитӗнтерессинчен тарӑннӑн тирпейлесси патне куҫатпӑр. Ҫав вӑхӑтрах ҫырла ӳстерессине аталантаратпӑр, регионта тирпейлемелли хӑватсем туса хурасси ҫине пусӑм тӑватпӑр. Отраслӗн пуласлӑхӗ – профессионалсем. Эпир пӗр чарӑнми агровӗренӳ тытӑмне ӗҫе кӗртрӗмӗр. Паян республикӑра 137 лабораторипе 40 агрокласс ӗҫлет, кӑҫал планра – ҫӗнӗ лапамсем уҫасси. АПК пирӗн вузсем хушшинчи кампусӑн тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулса тӑрӗ. Патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗтӗм 109 майне хӑваратпӑр. Пирӗн тӗллев – республикӑра пурӑнакансен ырлӑхне тивӗҫтерекен тухӑҫлӑ экологи производстви туса хурасси.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6