Çул-йĕр – пурнăç артерийĕ, эпир юлашки çулсенче ялсенчи кĕрт хывнă çул-йĕр пирки мантăмăр. Ял урамĕсене вăхăтра тасатса тăма тăрăшаççĕ. Подрядчиксем тĕлĕшпе кăмăлсăр çынсене те сайра-хутра тĕл пулма тивет, хăшĕ вара пулăшу ыйтса прокуратурăна шăнкăравлама васкать. Пĕтĕмĕшле илсен вара ялсенчи çул-йĕр япăх шайра мар, вăхăтра тасатса çитерейменнине организацисем сирме тăрăшаççĕ.
Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн строительство, çул-йĕр хуçалăхĕ тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертÿçи Валерий Фомин пĕлтернĕ тăрăх, территори пайĕсенчи çул-йĕре 2026 çулхи хĕллехи вăхăтра юртан тасатса тăракан организацисем паллă. Ку енĕпе иртнĕ çулталăк вĕçĕнче аукцион пулнă, халĕ пур территори пайĕ тĕлĕшпе те подрядчиксемпе килĕшÿ тунă. Уйкас Янасал территори пайĕнчи ялсене вырăнти Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăх тасатса тăма килĕшнĕ. Мăн Сĕнтĕр территорийĕнче Лилиана Алешина уйрăм предприниматель тасатать. Ильинка территори пайĕнчи ял урамĕсене Анатолий Михайлов уйрăм предприниматель пăхса тăрать. Муркаш территори пайĕ ытти тăрăхран пысăкрах. Округ центрне вара халăх йышлăн килсе çÿрет. Çавăнпа та Муркаш ялĕнчи урамсене юртан тасатас ĕçпе кăмăлсăр çынсене те тĕл пулма тивет. Ку ыйтупа район хаçатне кĕрсе тухакансем те пулчĕç. Ыйтăва Муркаш территори пайне çитертĕмĕр. Кунтан çул-йĕре юртан тасатни пирки кĕçнерникун пĕлтерчĕç. Асăннă территори пайĕнчи ялсене «Атал» ООО ГК тасатса тăрать, картиш территорийĕнчи çул-йĕре Муркашри коммуналлă хуçалăх техники хырать. Хорнуй территори пайĕнчи ялсене тасатассишĕн «Атал» ООО ГК ответлă. Москакассисен ыйтăвне Иван Шишкин уйрăм предприниматель тивĕçтерет. Çак предприниматель Юнкă территорийĕнчи ялсене те пăхса тăрать. Роза Наумова уйрăм предприниматель икĕ территори пайĕшĕн яваплă: Оринин тата Çатракасси территори пайĕсемшĕн. Чуманкасси территори пайĕнчи ялсене вырăнти Чкалов ячĕпе хисепленекен хуçалăх пăхса тăрать. Ярославка территори пайĕнчи çул-йĕре юртан Сергей Шадрин уйрăм предприниматель тасатать. Ярапайкасси территорийĕнчи çул-йĕре «Автодорсервис» чикĕллĕ яваплăхлă общество пăхса тăрать. Йÿçкасси тăрăхĕнчи ялсемшĕн Иван Никитин яваплă. Шетмĕпуç территори пайĕнчи ялсенчи çул-йĕре тасатассишĕн Азалия Хафизова хресчен (фермер) хуçалăхĕ ответлă. Турай тăрăхĕнче Владимир Васильев хăй тĕллĕн ĕçлекен тата Сергей Шадрин уйрăм предприниматель тасатса тăраççĕ. Катькас территори пайĕнчи ялсенчи çул-йĕр тасалăхĕшĕн Евгений Ильин яваплă.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
