Муркашра поликлиника ҫуртне тӑвас ӗҫе вӗҫлессине республика правительстви тӗрӗслесе тӑрать.
Тӑвакан поликлиникӑна тĕрĕсленĕ чухне Владимир Степанов вице-премьер подрядчика ӗҫ хӑвӑртлӑхне ӳстерме хушнӑ. Хальхи вӑхӑтра пулас медучреждени ҫурчӗ патне мӗнпур кирлӗ коммуникацие илсе ҫитернӗ. Шалта илемлетӳ ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ, ҫавӑн пекех вӑйсӑр юхӑмлӑ системӑсене монтажласси тата кӗмелли ушкӑнсене майлаштарасси пырать. «Объекта тӗрӗслевре тытатпӑр», – пӗлтерчӗ Владимир Степанов хӑйӗн телеграм-каналӗнче.
Август 2026 |
