Салтаксене паракан тӳлев ӳсет

Категория: Общество Опубликовано: 16.01.2026, 08:46 Просмотров: 105

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшмалли мерӑсене малалла вӑйлататпӑр. Контрактниксене пӗр хут паракан регионти тӳлеве 2,1 млн тенкӗ таран ӳстерме йышӑнтӑм. Федераци тӳлевӗсене шута илсен, пӗтӗмӗшле сумма 2,5 млн тенкӗпе танлашӗ. Ку условисем 2026 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа мартӑн 31-мӗшӗччен тунӑ контрактсене пырса тивеҫҫӗ. Ҫапла ҫырчӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче.

Республикӑра СВО салтакӗсене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшмалли пур мерӑна та туллин пурнӑҫлаҫҫӗ: медицина тивӗҫтерӗвӗ, психологи пулӑшӑвӗ, хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн ӗҫе вырнаҫмалли программӑсем тата ытти пуҫару. Салтаксене мирлӗ пурнӑҫа май килнӗ таран хӑвӑрт хӑнӑхма пулӑшас тесе мӗн кирлине пурне те тӑватпӑр. Тӑван ҫӗршыв шӑпине татса панӑ чухне шӑпах ҫар ҫыннисем пирӗн ҫемьесемшӗн хӳтлӗх тата ҫӗршыв тӗрекӗ пулса тӑраҫҫӗ. Пирӗн тӗллев – ҫар ҫыннисене тивӗҫлӗ пулӑшу тата шанчӑклӑ тылпа тивӗҫтересси. Кашни салтакпа мухтанатпӑр, хамӑр хӳтӗлевҫӗсем патшалӑхшӑн тӑрӑшнине туйччӑр тесе пур ӗҫе те малалла тӑватпӑр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6