Йӗпреҫре СВО-на хутшӑнакансене пулӑшассипе тата вилнисене асӑнса бокс енӗпе йӗркеленӗ «Za наших» III уҫӑ турнир иртрӗ.
Раҫҫейри сакӑр регионтан: Чӑваш Енрен, Мускав, Киров тата Самар облаҫӗсенчен, Мари Элтан, Тутарстанран, Мордовирен тата Пушкӑртстанран 127 боксер тупӑшрӗ. Турнира «Сывлӑх» спорт шкулӗн ҫамрӑк спортсменӗсем те хутшӑнчӗҫ. Питӗ лайӑх кӑтартусемпе палӑрчӗҫ: 1-мӗш вырӑнта Алексей Антонов, Антон Иванов, Вадим Алексеев; 2-мӗш вырӑнта Денис Краснов; 3-мӗш вырӑнта Валерий Иванов.
Август 2026 |
