Çĕнĕ çула тата Раштав уявне пирĕнтен чылайăшĕ пÿлĕмри симĕс чăрăшсăр курмасть те. Асăннă уявсем çывхарнă май çынсенчен чылайăшĕ савăнăç тыткăнĕнче тимлĕхе çухатать. Кайран вара – чавса çывăх та çыртма çук. Кунти чи пысăк ыйту Çĕнĕ çул уявне симĕс чăрăш тавра савăнса кĕтсе илессинче тăрать. Ырă йăлана кĕнĕ тăрăх çынсем Çĕнĕ çула теттесемпе капăрлатнă симĕс чăрăш тавра савăнса кĕтсе илме тăрăшаççĕ. Паян савăнăçлă çак самантчен шутлă кунсем юлаççĕ. Çавăнпа та Çĕнĕ çул уявне симĕс чăрăшпа илемлетесси пирки шутлакансем пирĕн хушăмăрта сахаллăн мар. Анчах уява хатĕрленекенĕн симĕс чăрăша саккун хÿтĕлени пирки те манмалли çук. Ахальлĕн уяв пысăк чăрмавлă пулма пултарать. Çакна паян Муркаш муниципалитет округĕнчи ялсенче пурăнакан кашни гражданинăн асра тытмаллине асăрхаттаратăп.
Вăрмана тухса чăрăш касасси саккуна пăснипе çыхăннине ăнланакансем хушшинче уяв илемĕ пирки çиччĕ виçсе шутласа юлашки çулсенче килсемпе хваттерсене, обществăлла вырăнсене искусствăлла чăрăш туянса илемлетесси вăй илчĕ. Çакна пирĕн çынсем çут çанталăк илемĕ çине тимлĕх уйăрнипе çыхăнтарас килет. Анчах пурте пĕр пек шутламаççĕ-ха. Çĕнĕ çул уявĕ çывхарнă май пуртă йăтса вăрмана утакансем те пирĕн хушăмăрта тĕл пулаççĕ. Паянхи калаçăва эпĕ шăпах вĕсене асăрхаттарас тĕллевпе пуçлас терĕм. Пирĕн округра пурăнакансем çут çанталăка сыхласси çине пысăк тимлĕх уйăрнăран çуркуннепе кĕркунне çырма-çатрасене е ятарласа уйăрнă вырăнсене çулленех йывăç чылай лартаççĕ. Лартнă йывăçсем хушшинче чăрăшсем те сахал мар. Çавăнпа та пирĕн тăрăхра вĕсем йышăнакан лаптăк нумай. Маларах çулсенче юр тултарасран хÿтĕлесе çулсем хĕррипе лартнă çамрăк чăрăшсем паян пирĕн тăрăхăн хăйне евĕр илемлĕ вырăнĕсем пулса тăчĕç. Вĕсем нумай çынна савăнтараççĕ, çут çанталăк илемĕпе килентереççĕ. Пĕрлехи тăрăшулăхпа пурнăçа кĕрекен çак илем Çĕнĕ çул уявĕ çывхарнă май хăйне ытларах хисеплеме ыйтать. Çĕнĕ çул елкки валли кашни çемье пĕрер чăрăш кассан та çут çанталăк епле пысăк инкек тÿсни пирки никамăн та манас марччĕ. Тавралăха ĕнер кăна илем кÿрсе ларнă чăрăша кассан çав тăрăхăн сăнĕ самантрах çухалнине кашниех ăнланмалла пек. Çавăнпах Çĕнĕ çул уявне хатĕрленнĕ май чăрăшсене пĕрле сыхламалла тесе калатăп. Уяв кунĕсенче вăрман ĕçченĕсем е йĕрке хуралçисем ятарлă ирĕк илмесĕр чăрăш каснă çынна тытсан саккунпа килĕшÿллĕн çирĕп явап тыттараççĕ. Çĕнĕ çул уявне çакăн пек парне кирлех-ши? Çакнашкал ÿкерчĕк Çĕнĕ çул уявне илем кÿрĕ-ши? Иккĕленетĕп. Çавăнпа та эпĕ халĕ каланине ăнланса округра пурăнакансем хамăр енри вăрмансене тухса чăрăшсем касасран асăрханасса шанатăп. Уява илемлетме чĕрĕ чăрăшсене пасарсенче саккунлă алăран та туянма пулать. Пÿлĕме лартнă чĕрĕ чăрăшăн «ĕмĕрĕ» кĕске. Çавна пĕлсе тата ăнланса Çĕнĕ çул уявĕсенче кил-çурта искусствăлла чăрăш туянса капăрлатнине нимĕн те çитмест. Раççей Правительстви 2018 çулхи 1730 номерлĕ постановленийĕпе вăрман хÿтĕлевĕн йĕркине çирĕплетнĕ. Çапла вара саккуна пăсса йывăç кассан сирĕн РФ административлă право йĕркине пăсни пирки калакан кодексăн 8.28 статйипе явап тытма тивĕ. Кунта яваплăх виçи пĕчĕкех мар пулнине шута илмелле. Саккуна пăсса йывăç касса вăрмана сиен кÿнĕшĕн граждансене 3 – 4 пин тенкĕ, ĕçлĕ çынсене 20 – 40 пин тенкĕ, предприяти-организацисене 200 – 300 пин тенкĕ чухлĕ явап тыттарма пултараççĕ. Кунсăр пуçне вулă диаметрĕ 12 см лăсăллă йывăçа каснишĕн (саккун унран пĕчĕкреххине те 12 см тесе шутлать) айăплав унăн чăн хакĕнчен 50 хут пысăкрах пулать. Йывăç касас йĕркене пăсни хÿтĕлев вăрманĕнче пулсан, айăплав хакĕ татах 2 хут (50 Х 2) ÿсет. Шутласа пăхăр: вулли 12 см диаметрлă пĕр чăрăша кассан сирĕн саккунпа килĕшÿллĕн 2136 тенкĕ тÿлемелле пулать. Кун çумне маларах асăннă РФ административлă право йĕркине пăснин виçи те хушăнать. Пирĕн округри вăрмансем хÿтĕлев вăрманĕсен шутне кĕнĕрен айăплав виçи 100 хут пысăкланать. Çапла вара эсир вăрмана сиен кÿнин виçи куç умĕнчех палăрмалла ÿсет. Халĕ вара Çĕнĕ çул умĕн пуртă йăтса вăрмана кайни мĕн хака кайса ларни пирки хăвăр шутласа пăхăр, юлташсемпе канашлăр.
Çывхаракан Çĕнĕ çул ячĕпе сире, хаçат вулакансемпе тăван тавралăха юратакансем тата унăн илемĕшĕн тăрăшакансем!
Владислав ВАСИЛЬЕВ, Ильинка участок лесничествин лесничийĕ.
Август 2026 |
