ÿсĕмсемпе, савăнăçлă самантсемпе хăпартланатпăр

Категория: Общество Опубликовано: 26.12.2025, 10:29 Просмотров: 74

Нумаях пулмасть Муркашри «Солнышко» ача сачĕ сумлă 50 çул тултарчĕ. Юбилей вара вăл пĕр кунпа кăна иртсе каймасть.

Çавра çула халалланă мероприяти вара ачасемпе ашшĕ-амăшĕшĕн те, сотрудниксемшĕн те, ветерансемпе хăнасемшĕн те уявпа танах пулчĕ. Лира Илугина тата Клавдия Маркова ача садне тĕрлĕ çулта ертсе пынă. Сцена çинчен ветерансене ачасемпе аслисем ăшшăн саламларĕç. Нумай çул ача садĕнче ĕçленĕ ветерансене пурте хапăл туса кĕтсе илчĕç. Муркашри ача-пăча искусствин шкулĕнче вĕренекенсен ăсталăхĕ кăмăллă парне вырăнне пулчĕ. Уявра хăнасенчен, кунти выпускниксенчен тата ыттисенчен ăшă сăмах нумай пулчĕ. Кашниех сотрудниксене нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн, ачасене тимлĕхпе юрату кирлĕ чухлĕ уйăрнăшăн тав турĕ. «Солнышко» ача сачĕн историйĕ 1975 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче пуçланнă. Ун чухне типлă проектпа «Сельхозтехника» предприяти тăрăшнипе 140 вырăнлă çĕнĕ учреждени хута яма пултарнă. Чи малтанах ача садне Лира Илугина ертсе пынă. Çак çурт ачасемшĕн иккĕмĕш кил пултăр тесе вăл кунти ăшăлăхпа хăтлăхшăн нумай тăрăшнă. Ача сачĕ районти шкулчченхи виççĕмĕш учреждени пулнă. Часах вăл ачасен хаваслă сассипе тулнă. 1980 – 2009 çулсенче «Солнышко» ача садне пултаруллă Клавдия Маркова ертсе пынă. Çак тапхăрта кунта ырă улшăну нумай пулса иртнĕ. 1985 çулта коллектив тăрăшнипе прачечнăйне уйрăм вырăна уйăрнă. Çакă музыка залне пысăклатма май панă, унта вара кашни ача хăйĕн ăсталăхне туптама пултарнă. 1994 çулта учреждени районти вĕренÿ пайĕн тытăмне куçнă. 2000 çулта вара район администрацийĕ «Солнышко» ача сачĕн никĕсĕ çинче лицей уçма йышăннă. Анчах та Клавдия Маркова ертсе пыракан коллектив тăрăшулăхĕ вăйлăрах пулнă. Вĕсем пĕрлехи вăйпа ача сачĕн пуянлăхĕпе пахалăхне упраса хăварма пултарнă. 2002 çулта ача садне газ çитнĕ. Ку вара пĕчĕк ачасен пурнăçне палăрмаллах лайăхлатнă. Клавдия Петровнăн ĕçне ертÿçĕсем тивĕçлипех хакланă. Тепĕр икĕ çултан ăна «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» кăкăр çине çакмалли паллăпа чысланă. Ача сачĕ çулсерен ырă енне улшăнса, аталанса пынă. 2009 – 2018 çулсенче учреждение Надежда Колбасова ертсе пынă. 2011 çулта вăл ачасене пур енлĕ аталантармалли приоритетлă статуслă учреждени пулса тăнă. 2014 çулта ун çумĕнче «Елочка» структура подразделенийĕ уçăлнă, кунта çÿрекенсен йышĕ палăрмаллах ÿснĕ.

Надежда Гурьевна ертсе пынипе педагогсемпе ачасем муниципалитет, республика, пĕтĕм Раççей тата халăхсем хушшинчи конкурссемпе мероприятисене хутшăнса малти вырăнсене тивĕçнĕ. 2011 çулта ача сачĕ çĕнĕ вĕренÿ программисемпе усă куракан вĕренÿ организацийĕсен республика конкурсĕн çĕнтерÿçи пулса тăнă, 200 пин тенкĕ гранта тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра ача садне Эльвира Магаева ертсе пырать. Вăл педагогика ĕçĕнче 25 çул тăрăшать. Кунта унччен никĕсленнĕ йăласене çирĕп тытса пырать. Паянхи кун «Солнышко» ача сачĕ – Чăваш Республикинчи чи лайăх ача сачĕсенчен пĕри. Хăтлă çуртра 190 ача тимлĕхпе ăшăлăха туйса ÿсет тата аталанать. Ĕçлекенсен коллективĕ те кунта пĕчĕк мар, 45 сотрудник. 18 педагог ачасен аталанăвĕшĕн пур енлĕ тăрăшать. Ашшĕ-амăшĕ педагогсемпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçлет. Тимлĕх ытларах кирлĕ ачасемпе вара логопед тата психолог педагог ĕçлеççĕ. Ачасемпе педагогсем тĕрлĕ проекта хутшăнма тăрăшаççĕ. Çитĕнÿсем çулран-çул лайăхланса пыраççĕ. Иртнĕ çул «Солнышко» ача сачĕ инноваци программипе ĕçленĕшĕн 500 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçрĕ. Педагогсем çулсеренех «Çулталăкри воспитатель» конкурса хутшăнса пысăк ăсталăх кăтартаççĕ, республика шайне тухаççĕ. Сумлă юбилея паллă тунă май эпир хамăрăн ÿсĕмсемпе, савăнăçлă самантсемпе тивĕçлипех хăпартланатпăр.

Оксана Прокопьева, аслă воспитатель.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6