Уяври лайăх кăмăлшăн пурте яваплă

Категория: Общество Опубликовано: 26.12.2025, 10:23 Просмотров: 96

Çĕнĕ çул уявĕ ĕç коллективĕсенче, шкулсемпе ача сачĕсенче тата уйрăм çынсен кил-çурчĕсемпе хваттерĕсенче пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнма ыйтать.

Муниципалитет округĕнчи пушар хăрушсăрлăх лару-тăрăвне тишкерсен, вăл кашнинченех тимлĕх ыйтни курăнать. Кăçалхи лару-тăру та «хĕрлĕ автан» хăрушлăхне аса илтерсех тăрать: çулталăк пуçланнăранпа раштав уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне округ территорийĕнче вут-кăвар алхаснă 36 инкек пулчĕ (пĕлтĕрхи çак вăхăтра – 49 тĕслĕх). Вĕсенче 1 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Танлаштарма, пĕлтĕр асăннă вăхăта ирĕке кайнă çулăмра 3 çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнăччĕ. Кашни пушар халăхран пĕрлехи тимлĕх ыйтать. Çĕнĕ çул уявĕсем те кунта айккинче юлмаççĕ. Уявсенче муниципалитет округĕнче инкексем ан пулччăр тата Çĕнĕ çул уявĕн савăнăçлă кунĕсене «хĕрлĕ автан» ан тĕксĕмлеттĕр тесен кашнийĕнех пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалли пирки маларахах аса илтеретĕп.

Çав тĕллевпе:

уявсем ирттерме кашни коллективрах ответлă çынсене маларах çирĕплетмелле;

уяв ирттерессипе яваплă çынсен патшалăх пушар надзорĕн муниципалитет округĕн уйрăмĕнче хăрушсăрлăх инструктажĕ тухмалла та ăна вырăнсенче Çĕнĕ çул ирттерме хутшăнакансемпе вăхăтра тĕплĕ ирттермелле;

уяв пуçланиччен пÿлĕмсене тĕплĕн тишкерсе тухмалла, пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмалла;

илемлĕ симĕс чăрăша пушар хуралĕн ирĕкĕсĕр вырнаçтарма юраманнине пурин те асра тытмалла;

уяв ирттермелли пÿлĕмрен урама тухма икĕ алăк пулмалла;

чăрăша алăксем патне вырнаçтарас çук, унпа стена тата мачча хушши пĕр метртан кая мар пулмалла;

чăрăша илемлетме хăвăрт хыпса илекен теттесемпе, ватăпа, бенгали çуртисемпе усă курасран асăрханмалла;

уяв ирттерме заводра хатĕрленĕ электрогирляндăсемпе çеç усă курмалла тата алăра вĕсен пахалăх сертификачĕ пулмалла;

уяв ирттермелли вăхăт пирки вырăнти пушар хуралне маларах пĕлтермелле. Уяв вăхăтĕнче электрогирляндăсем çинче пĕчĕк кăлтăк асăрхасанах электричествăна пĕр тăхтаса тăмасăр сÿнтермелле. Чăрăш çинче çулăм курăнсассăн аслисен ăна пĕр тăхтаса тăмасăр çĕре ÿкермелле те хăвăрт сÿнтерме мерăсем йышăнмалла. Искусствăлла чăрăша шывпа сÿнтерни тĕрĕс мар, мĕншĕн тесен çуннă чух синтетика ирĕлет, шыв лексен вĕресе кайма тата çулăм шыв юххипе айккинелле хăвăрт сарăлма пултарать. Кун пек чухне огнетушитель – чи вырăнли. Ăна уява хатĕрленнĕ май коллективсенче маларах туянса хумалла.

Ăнлантăр пулĕ, Çĕнĕ çул уявĕсене хăрушсăрлăх енчен тĕллевлĕ хатĕрленме пурин те майсем пур. Ăна туллин пăхăнсан çеç уяв пуриншĕн те ырăпа нумай вăхăта асра юлĕ.

Алексей СОРОКИН, патшалăх пушар надзорĕн муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6