Чи лайăх ĕçченсен йышĕнче

Категория: Общество Опубликовано: 26.12.2025, 10:02 Просмотров: 67

Чăваш Республикин Культура, наци тата архив ĕçĕсен министерстви çак кунсенче яллă вырăнсенчи муниципалитет шайĕнчи чи лайăх культура учрежденийĕсен тата вĕсенчи чи лайăх ĕçченсен переченьне çирĕплетрĕ. «Лучший сельский Дом культуры» номинацире Кашмашри Культура çурчĕ палăрчĕ.

«Ял библиотекин чи лайăх ĕçченĕ» номинацире округри централизациленĕ библиотека системи тытăмĕнчи Атапай ял библиотекин ертÿçи Татьяна Сорокина палăрчĕ. Вăл библиотека ертÿçинче 2016 çултанпа тăрăшать, ăсталăхĕпе пĕлĕвне тĕрлĕ программа шайĕнче çулран-çул ÿстерсе пырать. Кăçал вара Татьяна Николаевна «Проектирование библиотечных инноваций» хушма професси программипе квалификацие ÿстерчĕ. Мĕн вĕреннипе вăл ĕçре туллин усă курса пырать, çĕнĕ технологие тĕпе хурса çынсен ыйтăвне тивĕçтерме тăрăшать. Ачасемпе тата аслисемпе ĕçленисĕр пуçне вырăнти учрежденисемпе çыхăнса ĕçлет, тĕрлĕ специалиста явăçтарнипе мероприятисем ирттерет. Вăл çамрăксем хушшинче тăван чĕлхене упраса хăварассипе активлă тăрăшать. Ку тĕлĕшпе «Тăван чĕлхе хăвачĕпе илемĕ» проект хатĕрленĕ. Ун шайĕнче вулавçăсен «Кăмăл» ятлă клубне йĕркеленĕ, чăваш чĕлхине тата тăван тăрăх культурине упрассипе социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçсем ирттереççĕ. Çавăн пекех Атапай ял библиотеки çумĕнче «Любознарики» кружок ĕçлет. Уйăхсерен кунта ăсталăх ĕçĕсем, куравсем иртеççĕ. Библиотекарь çынсене патшалăх услугисемпе усă курса тĕрлĕ ведомствăна заявленипе тухма пулăшать. Татьяна Николаевна тата унăн вулаканĕсем конкурссемпе мероприятисене активлă хутшăнаççĕ. Кăçал вăл «Генеалогия моего рода» тĕпчев ĕçĕсен республикăри конкурсĕнче 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Тĕп ĕçрен пушă вăхăтра Татьяна Сорокина обществăлла ĕçре хастар. Пултарулăхĕпе тăрăшулăхне кура ăна Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе чыслаççĕ. Иртнĕ çул вара вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçрĕ.

Роза МАКАРОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6