Кашни ачашӑн Ҫӗнӗ ҫул – савӑнӑҫ, асамлӑх

Категория: Общество Опубликовано: 26.12.2025, 09:59 Просмотров: 57

«Ҫеҫпӗл» обществӑра Муркаш округӗнчи пуҫламӑш классенче вӗренекенсем валли 6-мӗш ыр кӑмӑллӑх елки иртрӗ.

Кашни ачашӑн Ҫӗнӗ ҫул – савӑнӑҫ, асамлӑх тата тӗлӗнтермӗше кӗтмелли вӑхӑт. Ҫак чаплӑ уяв умӗн Муркаш муниципалитет округӗнче пурӑнакан кашни пӗчӗк ҫын Ҫӗнӗ ҫулӑн ӑшӑ атмосферине путма ӗмӗтленет. Декабрӗн 18-19-мӗшӗсенче «Ҫеҫпӗл» обществӑн курав центрӗнче пуҫламӑш классенче вӗренекенсем валли ыр кӑмӑллӑх елки иртрӗ. Ҫӗнӗҫул умӗнхи юмах тӗнчинче пуҫламӑш классенчи 996 ача пулчӗ. Ҫывхарса килекен уявсемпе ачасене округ администрацийӗн ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт пайӗн пуҫлӑхӗ Зоя Дипломатова саламларӗ. Ыр кӑмӑллӑх елки 6-мӗш хут ирттернине палӑртрӗ. Пирӗн округ ачисем валли ҫакӑн пек чаплӑ уяв йӗркеленӗшӗн предприяти ертӳҫине чун-чӗререн тав турӗ. Ачасене пурне те пархатарлӑ ӗмӗтсене пурнӑҫлама сунчӗ. Ҫавӑн пекех уяв хӑнисене «Ҫеҫпӗл» обществӑн директорӗн ҫумӗ Юрий Федотов саламларӗ. Елка тавра юратнӑ Ҫӗнӗ ҫул юрри-ташши, Хӗл Мучипе Юр Пике, «Морозко» юмах геройӗсем, тӗрлӗ конкурссем аслисемпе ачасене ҫутӑ тата лайӑх кӑмӑл-туйӑм парнелерӗҫ. Уяв представленийӗ вӗҫӗнче ачасене тепӗр кӑмӑллӑ сюрприз кӗтрӗ – кашнине Ҫӗнӗ ҫулӑн пылак парнине пачӗҫ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6