Декабрĕн 22-мĕшĕнче Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариатне Алексей Ершов, Евгений Аркадьев, Владимир Гаврилов волонтерсен ячĕпе Раççей Оборона министерствин «За помощь фронту» медальне илсе çитерчĕç.
Вĕсем – ятарлă çар операцине тăтăшах пулăшса тăракансем. Çавăн пекех волонтерсене 149-мĕш уйрăм юсав батальонĕн командирĕ А. Тужилин подполковник алă пуснă Тав çырăвĕпе чысларĕç. Пысăк хисепе волонтерсем гуманитари пулăшăвĕ ăсатма хатĕрленĕшĕн, ятарлă çар операци зонинче çар задачисене пурнăçлакан подразделенисене çитерме пулăшнăшăн тивĕçрĕç. Çак ятпа вĕсене Евгений Степанов çар комиссарĕ чысларĕ.
– Эсир – чăн-чăн патриотсем. Фронтшăн тăрăшассинче сирĕн гражданла позици çирĕп, çавăн пек хастар çынсен тăрăшулăхĕ паян пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕнтерĕве çывхартассинче эсир, волонтерсем, пысăк ĕç тăватăр, – терĕ комиссар вĕсене тав туса. Пирĕн волонтерсем фронтри ентеш-салтаксен ыйтăвĕ тăрăх тĕллевлĕ ĕçлесе пыраççĕ. Ку енĕпе Çатракасси тăрăхĕнчи Евгений Любимов çар ĕçĕн ветеранĕ хастар.
– Фронтра тыл пулăшăвĕсĕр йывăр пире. Фронт ыйтнине вăхăтра тивĕçтеретĕр. Сирĕн пулăшу пирĕншĕн питĕ вырăнлă, – терĕ Евгений Любимов.
Август 2026 |
