Госпитальти салтаксем валли

Категория: Общество Опубликовано: 26.12.2025, 09:48 Просмотров: 49

Муркаш округĕнчи «Навигаторы детства» ушкăн (сăн ÿкерчĕкре) Çĕршыв хÿтĕлевçисен çемйисен комитечĕ (КСВО) йĕркеленĕ «Рюкзак помощи» акцие хутшăнчĕ. Ентешсем сумкăна госпитальте салтака малтанхи вăхăтра кирлĕ япаласем хунă: гигиена хатĕрĕсем, аялти тум, футболка, тапочки, çыру. Çакăн йышши япаласем йăлтах кирлĕ ăна инçет тăрăхра.

Асăннă комитетăн округри активисчĕ Оксана Ильина хамăр тăрăхра пухăннă япаласене Етĕрнери КСВО активистне Анна Кольцова патне çитерсе панă. Вăл вара рюкзаксене кирлĕ вырăна леçет. «Эпир, активистсем, яланах пĕр-пĕрне пулăшма хатĕр. Çак акцие хутшăннисене пурне те тав тăватăп», – терĕ Оксана Ильина. КСВО активисчĕ Оксана Ильина çак акцие пурне те хутшăнма ыйтать. Комитет гуманитари пулăшăвне салтаксем тăратнă ыйту тăрăх ăсатать. Пирĕнтен кашниех Тăван çĕршыва хÿтĕлекен салтаксене пулăшса ырă ĕç тума пултарать. Пĕрле кăна эпир вăйлăрах.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6